Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Этем ирĕклĕн аталантăр

Этем ирĕклĕн аталантăр

1993 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççейĕн политикăлла мĕн пур тытăмĕ пĕрлехи килĕшÿ туса çĕршыв конституцине йышăннă. Çак документра малашлăх хаклăхĕсен, демократи ирĕклĕхĕсен çул-йĕрĕ çырăннă.Конституцие çĕршыв халăхĕн ĕмĕрхи историне палăртса, Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан халăхсен харпăр уйрăмлăхĕсене упраса, халăхсен кун-çулĕ пĕрлĕхлĕ пулнине ăнланса, Тăван çĕр-шыв ырăлăхĕпе аталанăвĕшĕн тăрăшса, халăх хушшинчи тăнăçлăхпа килĕшĕве çирĕплетсе тата пысăк яваплăха туйса йышăннă.

Кăçал РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн халăх Конституцие тÿрлетÿсем кĕртес енĕпе сасăлава хутшăнчĕ. Улшăнусене граждансен шухăшне шута илсе, пĕрле сÿтсе явса ĕçе кĕртнĕ. Улшăнусен шутĕнче «судьясен», çавнашкал ытти яваплă должноçа ют çĕршыв çыннисене йышăнассинчен хăтарни, пĕр çыннăн Президент должноçĕнче харăсах 2 срокран ытла пулма ирĕк çукки, ĕç укçин чи пĕчĕк виçи пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех пулма пултарайманни, пенсие индексацилесси тĕп услови пулмалли тата ытти те. Тĕп Саккунра çавăн пекех Федераци Канашĕн статусне, политика партийĕсем Правительствăна йĕркелессишĕн яваплă пулассине çирĕплетнĕ.

Патшалăх ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕллевĕ – этеме ирĕклĕн аталанма тата пурăнма тивĕçлĕ майсем туса парасси, халăх пурнăçне лайăхлатасси, ăна чи кирлĕ пурлăх-ырлăхпа тата ăс-хакăл пуянлăхĕсемпе тивĕçтересси, культурăна аталантарма хутшăнасси. Çыннăн арçын е хĕрарăм, мĕнле раса, наци çынни пулнине, йăх-ăру несĕлне, пурлăх пуррине е çуккине, мĕнле чĕлхепе калаçнине, мĕнле тĕн тытнине, общество пĕрлешĕвĕсене хутшăннине е ытти сăлтавсене пăхмасăр пурнăç прави, вĕренсе пĕлÿ илме, сывлăха сыхлама тата медицина пулăшăвĕ илме, пултарулăх енĕпе ирĕклĕн ĕçлеме, хăйĕн прависене судра хÿтĕлеме, тивĕçлĕ шайри юрист пулăшăвĕ илме тата ытти те ирĕк пур.

Конституцире палăртнă саккунсемпе килĕшÿллĕн пурăнасси – пирĕн кашнин тĕп тивĕçĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code