Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Маска 39 тенкĕ-и?

Маска 39 тенкĕ-и?

Район центрĕнче пурăнакан 3-4 çын та редакцие пĕр ыйтупах шăнкăравларĕ.

– Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптекăра инфекци ересрен сыхланма пĕрре усă куракан маскăна 39 тенкĕпе сутаççĕ, аякра та мар вырнаçнă «Красное Белое» эрех лавккинче вара унăн хакĕ 3 тенкĕ анчах. Мĕншĕн апла?, – тесе ыйтрĕç вĕсем. Коронавирус чирĕпе «çапăçма» тытăннăранпа – 8-9 уйăх çăвар-сăмсана хупласа çÿреме тивнĕ вăхăтра, чăнах, вăл кирлĕ хатĕр, апат-çимĕç пекех пулса тăчĕ – тăтăшах туянмалла-çке! Çитменнине, тухтăрсем ăна кашни икĕ сехетрен улăштарма сĕнеççĕ. Вĕсем хушнă йĕркене пăхăнас пулсан çыннăн пĕр кунрах миçе маска туянмала? Çакă, паллах, нумайăшне шухăшлаттарать ĕнтĕ, калаçтарать те.

Коронавирус чирне сирсе яма пулăшас тĕллевпе район администрацийĕнче йĕркеленĕ ушкăнпа, ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин ертсе пынипе кĕçнерникун район центрĕнчи, Елчĕк, Тăрăм ял тăрăхĕсенчи суту-илÿ точкисенче тĕрĕслевпе пулнă вăхăтра та, çÿлерех асăннă ыйтăва тĕплĕнрех уçăмлатас тесе, сутлăхра маскăсем пуррипе çуккине, вĕсене мĕн хакпа туянма пулнипе кăсăклантăмăр. Кашни çĕрте тĕрлĕрен хак: Владимир Арбузов уйрăм предпринимателĕн Ĕнелĕнчи «Шанчăк» лавккинче – 4 тенкĕпе, Тăрăмри «Анюта» /Николай Трофимов/, Тип Тимешри «Мечта» /Герман Кудрин/ лавккасенче – 5, Тип Тимешри «Яльчикский коопторг» ОООн куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен лавккинче – 6, Елчĕкри Петр Дудкин уйрăм предпринимателĕн «Магнат», Тăрмăшри «Анастасия» лавккасенче – 10, Д.Чернов уйрăм предпринимателĕн Ĕнелĕнчи «Телей» тата Елчĕкри «Охота. Рыбалка. Спорт» лавккасенче 20 тенкĕпе сутаççĕ вĕсене. Çав вăхăтрах «Охота. Рыбалка. Спорт» сăмса-çăвара хупламасăр лавккана пырса кĕрекенсене тÿлевсĕр маскăсемпе тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Алексей Прохоров уйрăм предпринимателĕн «Мечта» сĕтел-пукан салонĕнче те вăл – тÿлевсĕр.

Лавккасемпе аптекăсенче маскăсене мĕн хакпа сутмаллине вĕрентесси редакци ĕçĕ мар. Апла пулин те районта пурăнакансем ыйтнине, вĕсене калаçтаракан ыйтусене уçăмлатас ĕçе тÿррипе хутшăнма тивĕçлех. Унсăрăн çынсем хаçата шанма пăрахĕç. «Маска 39 тенкĕ-и?», – тесе проблемăна хускатаканĕ те вулакан-çке, ыйтăва айккинче хăварма ниепле те май пулмарĕ.

Нихăш лавккара та çынсем черет тăрса тавар туяннине курмарăмăр, урама пит тухсах çÿресшĕн мар пулĕ вĕсем ку сивĕре.

– Ялсенче те чирлекенсем нумайланса пынине кура хăракан пултăмăр, маска тăхăнмасăр урама тухмастпăр. Тавар туянакансемпе хутшăннă чухне хамăр та сыхлăх мерисене май пур таран пăхăнма тăрăшатпăр, – терĕç Тип Тимешри лавккасенче ĕçлекен Ольга Кудринăпа Надежда Афанасьева.

Инфекцие сиенсĕрлетес тĕллевпе усă куракан хатĕрсемпе пур лавккасене те тивĕçтернĕ, çакăн пирки ятарлă журналта куллен çырса пырасси те сутуçăсен хăнăхнă ĕçĕ ĕнтĕ. Апла пулин те Ĕнелĕнчи «Телей» лавккара шăнса ĕнтĕркенĕ сутуçăсене курсан вĕсене шеллемесĕр май пулмарĕ. Урамра – шартлама хĕлле, лавккара та сивĕ. Сутуçăсен вара ир пуçласа каçчен сĕтел умĕнче тăмалла, çитменнине, алăра кунĕпе резина перчетке. Çăвар-сăмсана маскăпа хупланипе анчах ăшăнаймăн çав. Ку условире сутуçăсем коронавируспа анчах мар, ытти инфекци чирĕсемпе чирлесе ÿкме пултарасси те аякра мар….

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Мобильлĕ ушкăн – Тăрмăшри «Анастасия» лавккара. Сутуçи – Татьяна Маркелова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code