Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Çивĕч ыйтусем – тулли хуравсем

Çивĕч ыйтусем – тулли хуравсем

Н.Малышкин,«Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин видеоконференци мелĕпе ирттернĕ пресс-конференцире тĕрлĕ регионтан панă вуншар ыйтăва тулли хуравсемпе çирĕплетрĕ: уйрăм çын шăпинчен пуçласа «сивĕ» вăрçă таранах. Шалти туризм проблемине çĕкленĕ май, пулăшу, паллах, Чăваш Енри муниципалитетсене те кирлех. Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче, тĕслĕхрен, «Псовая охота» патшалăх питомникĕ тĕрлĕ регионти туристсене йышăнать. Унăн пурлăх никĕсне тĕреклетсен майсем татах та анлăланĕç. Таса шывпа тивĕçтересси чылай чăваш ялĕнче те çивĕч тăрать. Патшалăх пулăшăвĕсĕр ăна татса пама хĕн. Ачаллă çемьесен тÿлевĕсем пирки уççăнлăх – социаллă службăсем тивĕçлĕ информацисемпе вăхăтлă паллаштарни кирлĕ…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code