Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Халăх шанать ăна

Халăх шанать ăна

Ял старости — ял тăрăхĕн пуçлăхĕн чи çывăх пулăшуçи, халăхăн чи шанчăклă юлташĕ. Ахальтен мар çак обществăлла ĕçе пурнăçлама яваплăха туякансене, халăх хушшинче хисеплĕ, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултаракансене суйлаççĕ.

— Старостăн ял пурнăçĕпе пурăнмалла, ыттисене мĕн пăшăрхантарнине тата савăнтарнине курса тата пĕлсе тăмалла, пысăк ыйтусемпе чăрмавсене татса парас тата тĕллевсене пурнăçлас ĕçе хастар хутшăнмалла, — тет Лаш Таяпа ялĕн старости Валерий Яковлев.

Çак обществăлла ĕçе 5 çул ытла пурнăçлать вăл. Спорт тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ ялан çын хушшинче: масар çине тирпейлеççĕ-и, спорт е культура мероприятийĕ ирттереççĕ-и, е пĕр-пĕр çивĕч ыйтăва пăхса тухаççĕ…

Валерий Пантелеймонович Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулта 38 çул педагогра тăрăшнă, çав шутран 15 çул — директорта, 10 çул директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче. Физкультура, ОБЖ предмечĕсене вĕрентнĕ вăл, вĕренекенсене пилĕк çул пуçламăш çар пĕлĕвне алла илме хăнăхтарнă.

Хальхи вăхăтра территорие тирпей-илем тата хăтлăх кĕртессипе çанă тавăрса ĕçлени пирки хыпарлать староста. Ку ĕçре «Пуçаруллă бюджет» программăпа ăнăçлă ĕçленине, вăл пулăшнипе кăçал ял халăхĕ масар çинчи картасене çĕнетме пуçăнассине хыпарлать.

Е.ПЕТРОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: В.ЯКОВЛЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code