Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления с праздником последнего звонка

Поздравления с праздником последнего звонка

Хисеплě выпускниксем!

Юлашки шăнкăрав уявě ячěпе сире чěререн саламлатпăр!

Шкул тапхăрě вěçленнине, ачалăх иртсе пынине систерекен юлашки шăнкăрав янăрать. Савăнăçлă, çав вăхăтрах кăштах тунсăхлă çак самант сирĕн асăртан нихăçан та тухмĕ.

 Эсир çĕнĕ шанчăкпа тата çитĕнÿсемпе пуян аслă çул çине тăма хатĕрленетĕр. Вăл сире ĕмĕт-тĕллевĕрсене пурнăçа кĕртме май патăр. Сире пурсăра та патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытма, хăвăра килĕшекен институтсемпе университетсен, техникумсемпе колледжсен студенчĕсен йышне кĕме ăнăçу сунатпăр. Сирĕншĕн пур çĕрте çул уçă.

Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухатăр пулсан та эсир тăван шкула, юратнă вĕрентекенсене яланах куç умĕнче тытасса шанатпăр.

Эсир — пирĕн пуласлăх. Пурнăç тăршшĕпех такăнмасăр утма ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр. Ăнăçу пултăр сире, выпускниксем!

Елчěк район пуçлăхĕ                                                    А.Г. Васильева. 

Елчěк район администрацийĕн пуçлăхĕ          Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code