Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > «Частник» операци

«Частник» операци

Чăваш Республикинче тракторсен 60 проценчĕ уйрăм граждансен харпăрлăхĕнче пулнине шута илнĕ. Уйрăм çынсем вĕсене кашни çул ытларах та ытларах туянаççĕ. Çакна шута илсе хăй тĕллĕн çÿрекен пысăк тата йывăр техникăна, хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен илсен, уйрăм тимлĕх кирлĕ.

Вĕсене кашни çул тĕрĕслев витĕр кăлармалли паллă. Саккуна пăхăнса пурăнакан граждансем – ытларахăшĕ вĕсене вăхăтра тĕрĕслеттерет. Апла пулин те йĕркене пăхăнман çынсемпе те час-часах тĕл пулма тивет: техникăна патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕнче палăртнă вăхăтра регистрацилемеççĕ. Вĕсемпе усă курассин хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни вара пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Хăй тĕллĕн çÿрекен тракторсемпе вĕсем çумне кăкарса çÿрекен прицепсемпе çулсем çинче пулнă чухне йĕркене пăснине асăрхаттарас тĕллевпе Чăваш Республикинчи патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕ ШĔМĕн ГИБДД сотрудникĕсемпе пĕрле июнĕн 10-25-мĕшĕсенче «Частник» операци йĕркелет.

«Аттракцион» профилактика мероприятийĕ те иртет. Ку чухне вырăнсенче хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти техникăпа мĕнле усă курнин тĕлĕшпе рейдсем ирттерме палăртнă.

В.МЕКШЕЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн районти уйрăмĕн аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code