Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления с Днем пожилых людей

Поздравления с Днем пожилых людей

Хисеплĕ ветерансем, аслă ăрури çынсем!

Сире чĕререн Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çак кун ăшăлăхпа, юратупа, аслă çулсенчи çынсене хисеплесе сума сунипе палăрса тăрать, ăрусем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет.

Сирĕн пурнăç вăл – паттăрлăхпа кăмăл-сипет пуянлăхĕ. Йăла-йĕркене тытса пырассипе, ачăрсемпе мăнукăрсене шанчăклă тĕрев кÿрессипе эсир пуринчен те ытларах тăрăшатăр. Сирĕн пĕлĕвĕр тата пурнăçри пуян опытăр пире паян шанчăклăн утăмлама май параççĕ.
Уяв кунĕ йышăнса илсемĕр пиртен чун-чĕререн каланă тав самахĕсене, хисеплесе сума сунине.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунатпăр. Сирĕнпе юнашар яланах юратакан тата хисеплекен çынсем пулччăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                                  А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ            Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code