Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления с Днем печати

Поздравления с Днем печати

Хисеплĕ журналистсем, пичет ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире чĕререн Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Паянхи пурнăçра хаçатжурналсăр, радиотелевиденисĕр, интернет сайтсемсĕр пурăнма май çук. Информацие хăвăрт та тĕрĕс çитересси шăпах вĕсенчен килет

Вуншар çул хушши район хаçачĕ район историне туллин çутатса пырать, районта пурăнакансене пĕлтерĕшлĕ те кăсăклă хыпарсемпе куллен паллаштарса пырать. Çак ĕç журналистсен тăрăшулăхĕнчен, тавракурăмĕнчен, ăсталăхĕнчен нумай килет.

Шанса тăратпăр, пичет ĕçченĕсем малашне те хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пырĕç, район хаçачĕ те кашни килте кĕтнĕ хăна пулĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу, пысăк ҫитĕнӳсем, телей сунатпăр.

Елчĕк район пуҫлăхĕ      А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ       Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code