Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Чăвашлăх юхăмĕн патриочĕ

Чăвашлăх юхăмĕн патриочĕ

Елчĕк çĕрĕ паллă та мухтавлă, пултаруллă çынсемпе пуян. Кунта производствăра, ял хуçалăх ĕçĕсенче, культура, вĕренӳ тата ытти сферăсенче палăрнă çынсем.    

Районти тĕп вулавăшра, чăвашлăх юхăмĕн патриотне, Олег Николаевич Мустаева асăнса асăну каçĕ иртрĕ.

Асăну каçĕнче – район администрацин культурӑпа информаци тивӗҫтерӗвӗн пай ертӳçи Зарема Олеговна Князева, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Владимирович Туркай, чĕннĕ хăнасем, районти вулавăш тата культура ĕçченĕсем, çавăн пекех тус – юлташĕсем хутшăнчĕç.

 Олег Мустаевăн тăван халăх умӗнче тунă тава тивӗçлӗ ӗçӗсене хисеплесе пӗтерме çук. Нумай çыншăн вăл чăвашлăха аталантарас ӗçри чӗрӗ тӗслӗх пулчӗ. Тăван халăхшăн пысăк хавхаланупа, аслă чĕрепе тăрăшнă, кăвар чĕреллĕ, çирĕп кăмăллă çын пулнă. Халĕ ĕнтĕ ун çинчен иртнĕ вăхăтпа калаçма тивет. Шел, пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче вăл пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ…

Олег Мустаев 1965 çулхи раштавăн 4-мӗшӗнче Елчӗк районĕнчи Çӗнӗ Эйпӗç ялӗнче çичĕ ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Лаш-Таяпари вăтам шкула пӗтерсен И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче вӗреннӗ. Студент çулӗсенче спортпа туслашнă, 1988 çулта вăл çăмăл атлетикăпа СССР спорт мастерӗ пулса тăрать. Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. Ун хыççăн шăпа ăна Чĕмпĕре илсе çитернĕ.  1989-2007 çулсенче облаçри наци телепрограммисен йĕркелӳçи тата тĕп редакторĕ. 2002-2006 çулсенче чăвашла «Еткер» телепередача, «Хамăрьял» радиопередача ертсе пынă. Çав передачăсенче вăл тăван чӗлхе аталанăвне, чăвашсен культурине, халăх йăли-йӗркине пысăк тимлӗх уйăрнă. Çак вăхăтранпа Олег Мустаев Чӗмпӗр чăвашӗсен общество ӗçне хастар хутшăнма тытăнать.  Ульяновск облаçӗнчи «Волга» ПТРК-ри наци программисен тӗп редакторӗ пулнă май, вăл чăваш культурине пропагандăлас, халăхсем хушшинче килӗшӳ пултăр тесе нумай ӗç тунă. Вăл Чăваш комсомолĕн Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕн, Елчĕк районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсене тĕпчекен Туран Язган ячĕллĕ фондăн пайташĕ пулнă.

Чăваш халăхĕн чăн-чăн патриочĕ вăл. «Хăйĕн чĕлхине паянхи кунчченех упрама пултарнă халăх вăйлă, хăватлă, мухтава тивĕçлĕ» — тенĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен наци культура автономийĕн председателĕ пулнă Олег Николаевич Мустаев. Кирек ăçта кайсан та вăл хăй чăваш пулнине, хăй халăхĕшĕн çуннине ĕçпе, сăмахпа уççăнах палăртнă. 

Асăну каçĕнче нумай-нумай ырă сăмахсем каларĕç. Валерий Туркай Олег Мустаева халалланă çĕнĕ «Ан хăр, Юман, ан хуçăл!» кĕнекипе паллаштарчĕ. Тухса калаçакансем общество пурнăçĕпе тан утакан харсăр чĕреллĕ арçын ĕçшĕн çунса тăракан ентешсене яланах пулăшу аллине тăснине, чăвашлăхшĕн çунса тăнине аса илчĕç. Галина Енейкина Олег Николаевича асăнса çырнă сăввине вуласа пачĕ.

 Асăну каçне вĕçленĕ май Зарема Князева ентешĕмĕрĕн туса пĕтереймен ĕçĕсене, унăн чăвашлăха упраса хăварас ĕçне малалла тăсассине каласа хăварчĕ.

ФОТО

Первоисточник: ЦБС Яльчикского района

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code