Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Сиктермери «Уяв-2022» чӑваш культурин праҫникӗнче

Сиктермери «Уяв-2022» чӑваш культурин праҫникӗнче

Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктермере — Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хузангай ҫуралнӑ ялта Пӗтӗм чӑвашсен Уявӗ иртрӗ. Унта пирӗн республикӑран кӑна 992 ҫынран тӑракан 59 фольклор коллективӗ хутшӑнчӗҫ . Вӗсем аслӑ вӑйӑ картинче, тӗрлӗ конкурссенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.

Сиктермери «Уяв-2022» чӑваш культурин праҫникӗнчен Елчӗк районӗнчи сцена ӑстисем те айккинче тӑрса юлмарӗҫ. Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» халӑх фольклор тата «»Гармония» ансамбльсем, Тӳскелти хӗрарӑмсен «Шуҫӑм», арҫынсен «Тускил» коллективӗсем, Патреккел халӑх хорӗ пирӗн енчи юрӑ-ташӑ уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштарчӗҫ. «Туслӑх», «Шуҫӑм», «Тускил» хастарӗсем «Юрла чӑвашла» конкурсра та тӗрӗсленӗ хӑйсене,1 степеньлӗ лауреат Дипломне тивӗҫрӗҫ. Иван Шурбин ертсе пыракан «Тускил» вокалпа инструментсен ансамблӗ вара кунпа ҫеҫ ҫырлахмарӗ. «Янра, хуткупӑс» конкурсра арҫынсем ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗҫ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code