Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ачасене савăккăн кĕтсе илĕç

Ачасене савăккăн кĕтсе илĕç

Шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленсе çитнине тĕрĕслеме тĕрлĕ структурăн ĕçченĕсене пĕрлештерекен районти комисси кăçал та яланхиллех пысăк яваплăхпа хутшăнчĕ. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани парасси, вĕсен хăрушсăрлăхĕ яланах чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова ертсе пыракан ушкăн тĕрĕслевпе Патреккел, Лаш Таяпа, Шăмалак, Кушкă шкулĕсенче, Елчĕкри искусство шкулĕнче пулчĕ.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче ачасене тивĕçлĕ кĕтсе илес тесе Патреккел шкулĕнче кăçал та сахал мар ĕç пурнăçланă. Чи малтанах шкул таврашĕпе чуна çĕклекен капăр чечексем ỹснине палăртса хăвармалла. Куллен шыв сапса тата çум курăкран тасатса тăнине кура тата та сарăлса çитĕннĕ вĕсем. Хам та çак ялтах, шкултан инçех мар пурăннăран вĕрентекенсемпе техперсонал çу каçа тăрăшса ĕçлени алă тупанĕ çинчи пек курăнать. «Вăй патăр! Сирĕн отпуск та çук пуль…» — ыр сунса та шỹтлесе иртет ял халăхĕ пĕлỹ çурчĕ умĕпе. Ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕпе вĕрентекенсем чи малтанах классенче, коридорсенче юсав ĕçĕсем пурнăçланă, стенасене сăрланă.
Шкул çĕнĕ пулсан та, стенасем çуркалансах тăнине калаççĕ вĕрентекенсем, çакна пĕлỹ çурчĕ кăштах шурлăхлăрах вырăнта вырнаçнипе пуль тесе сăлтавлаççĕ. Кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем классен тата коридорсен урайĕсене йăлт сăрласа капăрлатнă. Çавăн пекех классенчи шыв юхтаракан чылай крана, чỹречесем çинчи москит сеткăсене улăштарнă. Калама анчах çăмăл: уйрăмшар вырнаçнă 3 капмар çурта пăхса тăма тивет ку ялти пĕлỹ çурчĕн администрацийĕн: шкул, спортзал тата ача сачĕ. Çапах та пуç усмаççĕ педагогсем, пурнăçламалли ĕçсене кашни çулах тивĕçлипе туса пыраççĕ.

— Строительство материалĕсен хакĕсем юлашки çулсенче уйрăмах ỹссе кайрĕç. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама патшалăх çулсерен ятарласа укçа-тенкĕ уйăрсан ĕçĕ те кал-кал пырĕччĕ те… Хальлĕхе вара шкулсене юсассинче ачасен, ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕпе усă куратпăр. Пысăк тав вĕсене пулăшу аллине çулсерен тăсса пынăшăн, — пĕлтереççĕ шухăшĕсене пĕлỹ çурчĕн ĕçченĕсем.

Педагогсем çавăн пекех кăçал пĕр йыша пуçтарăнса шкул çуртне кĕрекен, ача сачĕ территорийĕнче вырнаçнă выляв лаптăкĕн картисене, ача сачĕн çурчĕн тăррине, спортзал урайне сăрланă.

Мĕн пур ĕçе пĕр харăс пурнăçлама кансĕр. Хальхи вăхăтра ача садĕнчи шыв юхтаракан крансене улăштарас енĕпе тимлеççĕ ĕçченсем. Ку ĕçе хăвăрт пурнăçламаллине тĕрĕслев ушкăнĕн членĕсем те асăрхаттармасăр юлмарĕç.

Лаш Таяпа шкулне кĕрсенех ăшă туйăм çупăрларĕ. Шкул коллективĕ пире кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Нумаях пулмасть тĕпрен çĕнетнĕ шкул кулса ларать тейĕн. Коридорти, классенчи стенасене çутă сăрăпа килĕшỹллĕн сăрланине тỹрех асăрхарĕç комисси членĕсем. Кантăксем çине вĕсемпе килĕшỹллĕн илемлĕ карăсем çакнă. Шкула пырса кĕрсен тỹрех çакăн пек шухăш çуралать — мĕнле тăрăшуллă кунти ертỹлĕх. Çакăн пек пысăк та мăнаçлă пĕлỹ çуртне тытса тăма, вĕренỹпе воспитани ĕçне тивĕçлĕн йĕркелесе пыма мĕн чухлĕ вăй-хăват, сывлăх кирлĕ. Ирина Чернова директор пурнăçланă ĕçсемпе кăмăллăн паллаштарчĕ. Кăçал пĕрремĕш хутра коридорăн стенисене тỹрлетсе капăрлатнă, мĕн пур коридорпа классенче косметика юсавĕ ирттернĕ. Кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕнче парттăсен хушшине 120 ача, çав шутран 1-мĕш класа 3 ача килĕ. Педагогсене, паллах, ачасен шучĕ çулран-çулах чакса пыни тарăн шухăшлаттарать.

Пăшăрхантаракан тепĕр пулăм — сĕтел-пуканăн пысăк пайĕ кивелни. Тĕпрен çĕнетнĕ шкулта вĕсем тỹрех куç тĕлне пулаççĕ. Тепĕр чăрмав — электричество енĕпе. Хальхи вăхăтра çур шкулта çутă çук. Спонсорсем тупса кабельсем, вĕсене çирĕплетмелли хатĕрсем туяннă-ха кунта. Ĕçне пурнăçлакан организацине те тупнă. Анчах та ĕçшĕн тỹлеме 60 пин тенкĕ тупмалли пăшăрхантарать шкул директорне. Ку çивĕч ыйтăва «çỹлтен» пулăшмасăр татса параймăн паллах.

Пурнăçланă ырă енсене кăмăллăн палăртнă май комисси членĕсен педагогсем патне сĕнỹсем те пулчĕç. Иккĕмĕшсем вĕсене кĕске вăхăтрах пурнăçлама шантарчĕç.

Шăмалак шкулне чылай çул Ираида Васильева ăнăçлă ертсе пырать. Кунта кăçал шкул тăррине вырăн-вырăнпа юсанă, хутса ăшăтакан тытăма улăштарнă, классемпе коридорсене сăрланă, стендсене çĕнетнĕ. Çывăх вăхăтра столовăйра шыв пăрăхĕсене çĕнетме палăртаççĕ.

— 1986 çулта хывнă пăрăхсем кивелнĕрен час-час шăтаççĕ, — чĕринчи ыратăвне палăртать директор.

Пĕлỹ тĕнчине 49 ача (4-шĕ — пĕрремĕш класа) вĕренме килет, ача садне 10 воспитанник çỹрет.

Тĕрĕслев ушкăнĕ Кушкă шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе питĕ кăмăллă юлчĕ. Классемпе шкул пỹлĕмĕсене тирпейлесе çĕнĕ вĕренỹ çулĕ валли хатĕрлесе çитернĕ, вĕрентекенсен ĕçлес кăмăлĕ те иксĕлми. Ачасемсĕр тунсăхланине, вĕсене чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтереççĕ вĕсем. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче 121 ачана (çав шутран 1-мĕш класа — 8 вĕренекене) кĕтсе илме хатĕр кунта. Кушкă, Аслă Пăла Тимеш, Исемпел, Сăрьел, Энтепе, Кивĕ Арланкасси, Çĕнĕ Арланкасси, Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕсенчен вĕренеççĕ. «Вĕренỹ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн «Ỹсĕм вырăнĕ» центр уçма хатĕрленеççĕ шкулта. Вăл проект вĕренỹ ĕç-хĕлне аталантарма тата цифра пĕлĕвне тарăнлатма май парĕ.

Ачасен искусство шкулĕнче вĕренỹ çулне хатĕрленсе стенасене куçа йăмăхтарман, чуна лăпкăлăх кỹрекен хитре тĕссемпе сăрлани тỹрех куç тĕлне пулчĕ. Римма Парферьева ỹнерçĕн класĕнчи хăтлăхпа илем, стенасем çине ỹкернĕ тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем вара ачасен кăмăлне анчах мар, аслисенне те çĕкленине уйрăммăн палăртрĕ тĕрĕслев ушкăнĕ. Декораци ăсталăхĕн преподавателĕн Наталья Филиппован çăмран ăсталанă картинисене те интересленсе сăнарĕç комисси членĕсем. Кунти ĕçченсем пурте тăрăшуллă пулнăран ачасен хушма пĕлĕвне ỹстерме майсем çителĕклĕ.

Полици сотрудникĕсем, пушар хурал ĕçченĕсем шкулсене тĕрĕсленĕ май кашнин ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлчĕç. Пур вĕренỹ учрежденийĕнче те йĕркелĕх хуçаланнине палăртрĕç вĕсем. Тĕрĕсленĕ шкулсен коллективĕсем ЧР Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсем çулсерен вĕренỹ учрежденийĕсен умне лартакан требованисене вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ, çакă ачасен пурнăçне тата сывлăхне упрама пулăшнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code