Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ятарлă транспортпа

Ятарлă транспортпа

«Демографи» наци проектне тĕпе хурса округри тĕп больницăн мобильлĕ бригади 65 çултан аслă граждансене диспансеризаци тухма ятарлă транспортпа тивĕçтерет.

Çак кунсенче сыватмăша Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕнче канăç тупнисене илсе килнĕ. Пациентсем флюорографи тухнă май, поликлиника заведующийĕ Людмила Капламова фтизитар тухтăр вĕсене асăннă тĕрĕслев меслетне кашниех тĕпе хумаллине палăртнă, ыйтусем çине хуравланă. Медицина пулăшăвĕпе тата тĕл пулупа кăмăллă юлнă ватăсене сывлăха упрас тĕлĕшпе çыхăннă буклетсемпе памяткăсем панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code