Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Актуально > Поздравление с днем 1 Мая!

Поздравление с днем 1 Мая!

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Çуркуннепе ĕç уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Майăн 1-мĕшĕ йăлана кĕнĕ пекех тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан тĕрлĕ ăру çыннисене пĕрлештерет. Вăл çут çанталăк чĕрĕлĕвĕпе ĕç мухтавĕн, ăшпиллĕхпе пĕршухăшлăх уявĕ.

Муниципаллă округ тивĕçлипе мăнаçланакан пĕтĕм çитĕнỹ — кунта пурăнакан çынсен витĕмлĕ ĕç кăтартăвĕ. Пĕр-пĕринпе тачăрах пĕрлешсе ĕçлесен кăна эпир хамăр пурнăçа тата та ытларах лайăхлатма пултаратпăр. Пĕрле пулар, пĕрле пурăнар!

Пурте пĕлекен «Мир! Ĕç! Май!» йыхрав пире унчченхи пекех çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхалантартăр. Округра пурăнакан кашни çынна, уява тус-тăванпа пĕрле ирттерес тесе килнĕ хăнасене çурхи савăк кăмăл-туйăм тата ăнаçусем сунатăп.

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард ЛЕВЫЙ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code