Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Юбилейка» суту-илỹ çурчĕ уçăлнă

«Юбилейка» суту-илỹ çурчĕ уçăлнă

Иртнĕ кунсенче Елчĕкри Юбилейная урамра уйрăм çынсен — Разумовсен çемйин «Юбилейка» ятлă суту-илỹ çурчĕ хăйĕн алăкĕсене яриех уçнă.

Тавар туянакансем те çак çĕнĕ те пысăк лавккана уçнине курма нумаййăн хапăл туса пынă. Суту-илỹ çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçма муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та хутшăннă. Май пулнипе усă курса вăл Разумовсене пуçарулăхшăн, тĕл пулан йывăрлăхсенчен хăрамасăр округра пурăнакансене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен çакăн пек хăтлă лавкка уçма вăй çитернĕшĕн тав тунине пĕлтернĕ, пикеннĕ çăмăл мар ĕçре ăнăçусем суннă.

Çĕнĕ лавкка уçăлнă май кунта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те йĕркеленнĕ — пĕр харăсах 6 çын ĕçе пикеннĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code