Муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — комисси председателĕ Владимир Николаев ертсе пынипе çула çитмен ачасен енĕпе тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Комисси ĕçне прокурор пулăшуçи Денис Остряков та хутшăннă.
Кун йĕркинче палăртнă 4 ыйтăва сỹтсе явнă. Çула çитмен çамрăксем тĕрлĕ сăлтава пула хăйсем çине алă хурас шухăш тытма пултарнине сирессин тĕлĕшĕнчи ĕçсене йĕркелесе пырасси тата вăрттăнлăхри ăнăçсăр тĕслĕхсене тупса палăртасси çинчен Людмила Сайкина педагог-психолог каласа кăтартнă. Иккĕмĕш ыйтупа Аслă Таяпа территори пайĕн начальникĕ Анатолий Скворцов тухса калаçнă. Вăл вырăнти администраци çула çитмен çамрăксене, çавăн пекех йывăр лару-тăрури çемьесене право йĕркисене пăсассинчен асăрхаттарассипе туса ирттерекен ĕçсем çинчен каласа кăтартнă.
Кун йĕркинчи кашни ыйту тăрăх тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

