Февралĕн 8-мĕшĕнче (шăматкун) çĕршывра йăлана кĕнĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2025» массăллă чупу иртет. Ăна Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă.
Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме май паракан чупу çак кун кашни территори пайĕнче, Елчĕк территори пайĕнче пурăнакансен, предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсен, шкул ачисен ăмăртăвĕ Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулĕн спорт лапамĕнче иртĕ. 10 сехетре пуçланать.

