2025 çулхи пĕрремĕш йĕкĕреш Канашри Семеновсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ.
Президентăн перинаталь центрĕнче арçын ачапа хĕр ача виçĕ эрне каялла 3000 грамран кăшт пысăкрах виçепе çуралнă. Семеновсен тепĕр хĕр те, Софья, ỹсет. Халĕ вара, йĕкĕреш хушăннă хыççăн, вĕсем нумай ачаллă çемье пулса тăнă.

