Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăрăмлă патронсем

Хăрăмлă патронсем

Виççĕн сунара кайма хатĕрленеççĕ. Саша юлташĕсем çине пăхса: «Алюш, Володя! Ыран пирĕнпе Çеруш та пырасшăн. Пиртен татах патрон ыйтать ĕнтĕ. Хатĕрленме яланхи пекех вăхăт çитмест ăна. Мĕн тумалла?»

Алюш, пăшал кĕпçи витĕр пăхнă май:

— Пушă патронсем памалла ăна. Тарне тултаратпăр, йĕтрисене ямастпăр, — тесе сĕнỹ пачĕ.

— Йĕтре вырăнне хăрăм тултаратпăр, — иккĕмĕш сĕнỹ пулчĕ Володьăран.

…Ирхине. Тарăн вар виççĕлле юпленсе каякан çĕрте, кашни юппинче, пĕрер сунарçă — çыран хĕрринче ỹсекен хăвалăха пытанса ларчĕç.

Сашук икĕ йытăпа Тарăн варăн аял енĕнче вырнаçнă, ишĕлсе пĕтнĕ ферма витисем патне çитрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ — вĕшле йытăсем ашкăрса ỹснĕ, юр хупласа ĕлкĕреймен хыт хура хушшинчен самай пысăк мулкача хỹтерсе кăларчĕç.

Çеруш, хăй патнелле вырăн-вырăнпа юрпа витĕннĕ пăр тăрăх мулкач вирхĕнсе килнине курсан, пеме хатĕрленсе тăчĕ. Çăмăллăн сиксе чупать куян. Йытăсене пăр тăрăх чупма йывăр — урисем шăваççĕ. Малтан пыракан ама йытă шуса кайса хăяккăн выртрĕ. Ун çине хыçалтан пыраканĕ çапăнчĕ. Те ыратнипе, те тарăхнипе — иккĕшĕ те йынăшса ячĕç. Çапах та малаллах чупаççĕ хăйсем.

Мулкач хăй патне 20-25 метра çывхарсан Çеруш курок çине пусрĕ. Кĕпçерен хура тĕтĕм тухсан та:

— Мĕнле лектереймерĕм-ха вара? — тесе тарăхрĕ,

Мулкач, сехри хăпнипе, малтан лăпчăнса ларчĕ. Тепĕртакран чăнкă çыран çине сиксе улăха пуçларĕ, анчах ĕнер кăна çунă çемçе юрпа каялла шуса анчĕ. Хăвалăхран ярăнса тухнă Çеруш хăйĕнчен 6-7 метрти кĕске хỹрене тепре тĕллесе печĕ. Лешĕ, ним пулман пек, иккĕмĕш хут тăвалла вирхĕнчĕ. Ăнчĕ хальхинче мĕскĕне. Йытăсем те чăрмава парăнтарасшăн пулчĕç пулĕ те — тарăн юр мăшкăлне курчĕç. Çỹлте çав вăхăтра пăшал сасси янăраса кайрĕ.

— Пулчĕ, лектертĕм, — илтĕнчĕ Володя сасси.

Тăватă сунарçă, икĕ йытă пĕр вырăна пуçтарăнчĕç. Çеруш, мулкач çурăмĕ çинчи хура «саплăка» хыпашласа:

— Мĕн амакĕ ку? Пĕрремĕш хут куратăп, — тет.

— Ĕлĕкхи тар вăл, тĕтĕм вăйлă кăлараканни, — йĕкĕлтет Алюш.Каçар, Çеруш, патронсене авăрлама йĕтресем çитмерĕç, — кулса ярас мар тесе хаш! сывлать Сашук.

— Сунара кайма хатĕрлен малашне, Çеруш, çын çине ан шан. Енчен те кашкăрпа тĕл пулсан мăн тăвăн? А-а? — ыйтать Володя.

— Ăнлантăм. Атьăр ялалла. Лавкка уçрĕ пуль, манран тухать, — «трофее» çурăм çине çавăрса хучĕ ăнман сунарçă.

Александр СОРОКИН.
Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code