Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шухăшсем…

Шухăшсем…

Икĕ çыран нихăçан та пĕрлешеймеççĕ.
Кашнин ăраскалĕ хăйне евĕр.
Вилĕм çири кĕперен те çывăхрах теççĕ.
Инкек ĕнсе хыçĕнчех.
Пĕтĕм инкек — пуçран.
Чĕнме — йăла, кайма — тăхтамалла.
Ир кăшкăракан куракăн пуçĕ ỹксе çурăлнă.
Çанталăк — патша.
Ырă ят çичĕ сыпăка çитет.
Ултавăн ури кĕске, анчах утти хăвăрт.
Çынна пулăшмалла пулсан вăйлă та пуян пулмалла мар — ырă кăмăллă пулни те çитет.
Пурне те ытамласа илме çук.
Тĕрĕслĕхĕн çулĕ вăрăм.
Тимсĕр çын йĕмсĕр юлать.
Кашни чечекĕн хăйĕн вăхăчĕ.
Ку тĕнчере пурне те ирĕк панă.
Пурнăç хытти — çăкăр çемçи.
Укçа вăл хупах çулçи мар.

Н.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code