Нумайăшĕ хăй суйласа илнĕ профессие пĕтĕм пурнăçне парать. Çĕнĕ Эйпеçри Николай Николаевичпа Лидия Александровна Журавлевсен сакăр ачинчен виçĕ ывăлĕ ĕç биографине саккунлăха, йĕркелĕхе сыхлассипе çыхăнтарнă.
Владимир

Чи асли. 1961 çулта çуралнă. Вăл Лаш Таяпари вăтам шкула, тĕрлĕ çулсенче Ленинградри техника училищине, СССР Шалти ĕçсен министерствин Хабаровскри аслă шкулне, РФ ШĔМĕн управленийĕн академине пĕтернĕ. Икĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн Якут АССРĕнчи геологипе шырав экспедицийĕн пăралу мастерĕн пулăшаканĕ, мастер пулса тăрăшнă. Малалла — йĕркелĕх хуралĕнче. 1983-1986 çулсенче — милиционер, 1990-1996 çулсенче — следователь, аслă следователь, следстви пайĕн пуçлăхĕ, Оймякон районĕн, Усть-Нера поселокăн шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ.
1998 çулта Владимир Николаевича Мускав облаçне куçараççĕ. 2000 çулччен кунти Пушкин районĕн шалти ĕçсен следстви Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ, 2001-2007 çулсенче Раççей ШĔМĕн Следстви комитечĕн налук Управленийĕн налук ĕçĕсемпе çыхăннă преступленисене уçса паракан аслă следователь, 2008-2011 çулсенче Раççей Прокуратури тата Раççей Следстви комитечĕн Председателĕ çумĕсенчи уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе тимлекен аслă следователь. 2012 çултанпа вăл — юстицин генерал-майорĕ.
Право тытăмĕнче 35 çул ытла тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă ентеш пенсие тухсан та ĕçсĕр ларма пултарайман. Уфари нефтьпе техника университечĕн финанс менеджменчĕн облаçĕнче магистр степеньне тивĕçнĕ хыççăн çĕршыври ертсе пыракан топливăпа энергетика компанийĕсен корпоративлă хăрушсăрлăхĕ енĕпе тимлет.
Унăн йĕркелĕх хуралĕнчи пуян опытне тата профессионализмне шута илсе ăна пĕрлештернĕ металлурги Компанийĕсен хăрушсăрлăх директорне çирĕплетнĕ. Спорт мероприятийĕсенче те харсăр вăл.
Валерий

Çемьере — иккĕмĕш. Афган вăрçи вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Çар тумне Новгород облаçĕнчи Боровичири автомобильпе çул-йĕр техникумне пĕтерсен тăхăннă, Ашхабадра çар вĕренĕвĕ иртнĕ. Ун хыççăн — сăртлă-туллă çĕршыва. Вăл Кабул çумĕнчи радиоэлектронлă кĕрешỹ батальонĕнче ГАЗ-66 автомашинăпа çỹренĕ, çапăçусене те хутшăннă. Çав хушăрах хулари тĕрлĕ учрежденире, госпитальте ятарлă заданисем пурнăçлама тивнĕ. Чылай чухне афган салтакĕсен тумне тăхăнса мирлĕ халăх хушшинче те «ĕçленĕ». Пĕррехинче В.Журавлев батальон командирĕпе Кабулта вырнаçнă афганецсен çар чаçне кайнă. Офицер штаб çуртне кĕрсе çухалнă çеç, тем самантран автомашинăна ача-пăча сырса илнĕ, гайка-болт таврашне пăрма-сỹтме тапратнă. «Мĕн тумалла? Автомобиле те сỹтеççĕ, хама та хывăнтараççĕ!» — мĕлтлетнĕ пуçра шухăш. Вăл гранатăна ярса тытнă та пĕтĕм вăйран кăшкăрса çỹлелле çĕкленĕ. Шăпăрлансем куç хупса иличчен чăл-пар саланнă.
В.Журавлев 1984 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче хĕсмете вĕçлесе яла таврăннă. Вара каллех — службăна. Хальхинче — Патшалăх автоинспекцине. 1998 çулта Чăваш Республикин Шалти ĕçсен тытăмне куçнă. 2000 çулта Чечен Республикинчи Гудермес, Хасаюрт хулисенче командировкăра пулнă май, мобильлĕ отряд штабĕн начальникĕн тивĕçне пурнăçланă. Ку вăхăтчен вăл Раççей ШĔМĕн Мускаври юридици институтĕнче пĕлỹ илме ĕлкĕрет.
Милици отличникĕ йĕрке хуралĕнче пĕтĕмпе 30 çул ытла вăй хунă, полковник званипе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хальхи вăхăтра Шупашкарти 11-мĕш спорт шкулĕнче тĕп инженерта тăрăшать. Ăна СССР Президиумĕн Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе, «Вăрçăри паттăрлăхшăн», II, I степень «Службăра палăрнăшăн», III, II, I степень «Пĕр кăлтăксăр службăшăн» медальсемпе наградăланă.
Валерий Николаевичăн ывăлĕ, Сергей — Раççей хăрушсăрлăх службин Амур облаçĕнчи чике хуралĕн управленийĕн сотрудникĕ, капитан.
Петр

Çут тĕнчене 1967 çулта килнĕ. Совет çарĕнче пулнă тата аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн 1991-2018 çулсенче Çĕнĕ Шупашкарти ГАИ тытăмĕнче ĕçленĕ. Çурçĕр Кавказ территорийĕнче темиçе хутчен командировкăра пулса служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă. «Хăюлăхшăн» медальпе наградăлани çавна çирĕплетекен тĕп сăлтав. «Службăра палăрнăшăн» медальсене тивĕçни те П.Журавлевăн харсăрлăхĕ çинчен калать. Ĕнерхи майор аслă пиччĕшĕ пекех хăрушсăрлăх сферинче те хăйĕн профессиллĕ пултарулăхне çỹллĕ шайра кăтартнă. Хальхи вăхăтра — Çĕпĕрте.
Асăнса хăварас пулать: Журавлевсен çывăх тăванĕсен — Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан Ирина Николаевнăпа Владимир Геннадьевич Воробьевсен Павел ывăлĕ çар çынни, капитан.
Николай МАЛЫШКИН.
Çĕнĕ Эйпеç.

