«Присурский» вăрман усравлăхĕ Кайăк кунне йыхравлать.
Ăс-хакăл марафонне заповедник йĕркеленнĕренпе 30 çул çитнине халалланă. Мероприяти ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Наци вулашăвĕнче иртет, 13 сехетре пуçланать. Марафона хутшăнма 8-мĕш класс ачисене йыхравлаççĕ, командăсенче 3-шер çын пулмалла. Заявкăсене пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Унта хутшăнас текенсен командăн ятне, девизне, эмблемине, галстукне тата ыттине шутласа тупмалла.

