Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Çемье ипотеки» программа анлăланать. Икĕ çуртран ытла мар тăвакан хуласенче унăн пулăшăвĕпе çĕнĕ хваттер туянма пулĕ.
6 процентлă ставкăллă ипотекăпа Улатăр, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ, Çĕмĕрле тата Етĕрне хулисенче усă курма пулĕ. Хуласен списокне ДОМ.РФ аталану институчĕ пичетлесе кăларнă. «Çемье ипотекипе» Раççей çыннисем, вĕсен 6 çултан кĕçĕнрех пĕр ача та пулин пур тăк, усă кураяççĕ. ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов палăртнă тăрăх, программăн условийĕсене анлăлатни республикăра ытларах çемье патне патшалăх пулăшăвне çитерме май парать. Аса илтеретпĕр, «Çемье ипотекин» условийĕсене Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе анлăлатнă.

