
Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш наци вулавăшĕнче чăваш тавра пĕлỹçисен регионсен хушшинчи «Тавра пĕлỹ тата çамрăксем: историлле асăну тата ăрусен улшăнăвĕ» форумĕ иртнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин наци библиотеки тата Чăваш тавра пĕлỹçисен пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ.
Çак пысăк мероприятие Чăваш Республикинчи, Пушкăрт, Чĕмпĕр тата Оренбург тăрăхĕнчи тăван тавралăх тĕпчевçисем — тавра пĕлỹçĕсем, ăсчахсем, вĕрентекенсем, библиотекарьсем, музей тата архив ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем хутшăннă.
Пухура 2024 çулта пичетленсе тухнă кĕнекесене тишкерсе хакланă. Савăнăçлă лару-тăрура чи хастар тĕпчевçĕсене, уйрăм пултаруллă авторсене чысланă. Вăл йышра вулакан лайăх пĕлекен пирĕн ентешсем те пур. Кушкăра çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Владимир Галошев «Десять деревень. Звезды над Большой Булой» кĕнекешĕн Михаил Тинехпи ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăнă. Аслă Пăла Тимешри Владимир Плотников вара «Янтиково, прошлое и настоящее» кĕнекешĕн Куçма Элли ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.
Н.ФЕДОРОВ.

