Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уйрăмах çирĕп режим вăя кĕнĕ

Уйрăмах çирĕп режим вăя кĕнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче 2025 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕç кĕрешмелли уйрăмах çирĕп режим туса хурасси çинчен пĕлтернĕ.

Регион ертỹçи граждансен хăрушсăрлăхне хỹтĕлесси чи кирлĕ тĕллев пулнине палăртнă. Çăлавçăсемпе техникăн талăкĕпех хатĕр тăмалла. «2020 çултан пуçласа 2024 çулччен эпир республика бюджетĕнчен хальхи ыйтусене тивĕçтерекен пушар техники туянма — 238,8 миллион, ятарлă оборудовани туянма 18 миллион тенкĕ усă куртăмăр», — тенĕ Олег Николаев.

Çут çанталăк пушарĕсен сезонĕ пуçланнă май типĕ курăка çунтарма юраманни çинчен самантлăха та манса каяс марччĕ. МЧС специалисчĕсем палăртнă тăрăх, çут çанталăк пушарĕсен 90 проценчĕ çын хутшăннипе çыхăннă. Инкекпе куçа-куçăн тĕл пулас мар тесен, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла: типĕ курăкпа йывăç турачĕсене çунтарма юрамасть, сỹнтермен пирус тĕпĕ е шăрпăк пăрахса хăварни те инкек патне илсе çитерме пултарать. Çỹп-çапа уçă вырăнта çунтарни те хăрушă. Çак йĕркесене пăхăнманнисене пысăк штраф кĕтет е уголовлă майпа явап тыттарма пултараççĕ.

С.САРДАЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code