Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:
«Спорт аталанăвĕ тата спорт отраслĕнчи çитĕнỹсем регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕ пулса тăраççĕ. Чăваш Республикин Правительстви социаллă сферăна аталантарни малашлăха çирĕп никĕс хыврĕ. Спорт аталанăвĕ çине тимлĕх уйăрни çынсен сывлăхне çирĕплетет анчах мар, вĕсен ĕçлес пултарулăхне те ỹстерет. Унсăр пуçне спортпа физкультурăна çĕклени çитĕнекен ăрăва воспитани парасси, профилактика ĕç-хĕлне пурнăçласси çине пысăк витĕм кỹрет. Пирĕн ĕç результачĕсем — умра, ку енĕпе малашне те аталанса пырăпăр»
«Шупашкар — Арена» пăр керменĕн конференц-залĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе Чăваш Республикин спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта ведомствăн 2024 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи çул планĕсене, физкультурăпа спорт тытăмĕнчи аталанăвăн 2030 çулчченхи тĕллевĕсене сỹтсе явнă. Палăртма кăмăллă, Елчĕк округĕ 2024 çулăн пĕтĕмлетĕвĕпе ГТО комплексне пурнăçланине палăртакан рейтингра республикăри муниципалитет пĕрлĕхĕсен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнать! Елчĕксем халăха ГТО нормисене пурнăçлама явăçтарассинче чылай çул малтисен ретĕнче. 2018 -2022 çулсенче округ смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе 1-мĕш вырăн йышăнни, 2023 çулхи ĕç итогĕсем тăрăх — 2-мĕш вырăна тухни, чăн та, мăнаçлантарать. 2024 çулта анчах пирĕн 2500 ытла çын ГТО нормативĕсене пама хутшăннă. Вĕсен шучĕ çулсеренех ỹссе пырать.
Иртнĕ тунтикунхи канашлура çак хыпара аса илтернĕ май округ пуçлăхĕ Леонард Левый «Улăп» ФОК инструктор-методистне, округри ГТО нормисен тесчĕн центрĕн судйине Петр Смирнова тивĕçлĕ нагарадăпа саламларĕ, тав сăмахĕ каларĕ, малашлăхри ĕçре тата та çитĕнỹсем туса пыма сунчĕ.
— Çыншăн сывлăхран хакли нимĕн те çук. Округ халăхĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса çакна чунтан ăнланнине тата сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма ăнтăлнине ырламалла, — палăртрĕ Леонард Васильевич.
Кунта пытармалли çук. Çитĕнỹсен пысăк пайĕ Петр Смирновăн пысăк профессионализмне, ĕçе парăнса ĕçленине пула туптанаççĕ.
Малашне те çитĕнỹсемпе палăрар!
Е.ПЕТРОВА.

