Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăхăра упрама вĕренесшĕн-и?

Сывлăхăра упрама вĕренесшĕн-и?

«Вăхăт питĕ пысăк пуянлăх», – тесе шутлать Варада манах /индус/. Вăл 15 çул Раççейре пурăнса вырăс чĕлхине вĕреннĕ. Халĕ тата фельдшер специальноçне алла илнĕ те пире йогсен системи тăрăх сывлăха упрама вĕрентет.

Унăн сĕнĕвĕсем

Сиенлĕ йăла-йĕркесем яланах чир-чĕр патне илсе пыраççĕ. Çавăнпа та эсир мĕнле те пулин чиртен хăтăлас тесен чи малтанах ăна çăмăллăнрах йышăнма, чунри хăранă туйăмран хăтăлма тăрăшăр. Çакă вăл чăннипех те эмел пулĕ.

Ирхине ир вăранма хăнăхăр. Вара эсир кун каçиччен чылай ĕç туса ĕлкĕретĕр. Выç çăварла ирех пĕр стакан таса çăл шывĕ çине 1 чей кашăкĕпе паха пыл, 3 тумлам лимон сокĕ ярса ĕçĕр. Çакă организма ирех вăранма, тасалма пулăшĕ. Хырăм выçман пулсан нихăçан та сĕтел хушшине ан ларăр. Чĕлхе «юратман», килĕштермен апата пачах та ан çийĕр. Сывлăхшăн, организма кирлĕ апатсене анчах çиме тăрăшăр. Çывăрас умĕн проблемăсем çинчен ан шутлăр. Çивĕч ыйтусене ыран ирхине пурнăçлăр. Канма выртсан вара ыйхă ытамне парăнса часрах çывăрса каймалла, ырана валли вăй пуçтармалла. Çывăрса тăрансан ирех Турăран вăй пама пехил ыйтмалла. Çакă питĕ паха.

Мĕн-ши вăл телей?

Эпир кашни ирех хамăр сăн-пите, алăсене çуса тасататпăр. Анчах та чун пирки питĕ сахал аса илетпĕр. Вара шалта /чунра ĕнтĕ/ тĕрлĕрен таса мар шухăшсем, аса илÿсем, кĕвĕçÿ, çиленÿ туйăмĕсем капланса тулса пыраççĕ. Чунри тасамарлăхран хăтăлсан пурнăç телейлĕ пулĕ.

Малашнехи пурнăç пирки фантази ытамне те ытлашши кĕрсе ан ÿкĕр, паянхи хаклă пурнăç сăмса умĕнченех иртсе кайма пултарать.

Нихăçан та, никампа та ан тавлашăр. Тавлашу çынсен хушшинчи ырă пулăмсене пĕтерет, хирĕç тăру патне те çитерет. Хăвăрпа хирĕçсе калаçакан çынна тимлĕ, шăппăн, вăл мĕн пирки кÿреннине итлĕр, кайран тарăн анализ тăвăр. Тĕплĕ шухăшланă хыççăн лăпкăн калаçса хуравне парăр. Кăшкăрмасăр калаçсан сирĕнпе хирĕçес кăмăлпа килнĕ çын та лăпланса тухса кайĕ.

Мĕнле те пулин ĕçе кÿлениччен умри проблемăсене татасси пирки тĕплĕ шутлăр. Пурнăçра, паллах, çухатусем те пулаççĕ. Çапах та малашлăха шанмалла.

Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ теççĕ. Кĕтме те вĕренмелле. Турă кама мĕн кирлине хăех пĕлет, вăхăтлă парать пурне те. Çавăнпа та чăтăмлă пулмалла. Хăвăрăн хаклă вăхăтăра пушă ĕçсемпе ан тăкаклăр. Вăхăта ахаль пĕтерни вăл – пурнăçа пустуй ирттерни.

А.МОЛОСТВОВ,
психиатр тухтăр.

Сăн ÿкерчĕкре: Анатолий Ефимовичпа юнашар ларса ĕçлекен Елизавета Волкова медсестран стажĕ 33 çул. Вăл республикăри психиатри больницинчи медицина сестрисен конкурсĕнче «Чи яваплă ĕçчен» ята çĕнсе илнĕ. 52 çул ĕç стажĕ пуçтарнă участокри психиатр тухтăр Анатолий Молоствов «Профессие парăннăшăн» статуэткăна тивĕçнĕ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code