Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял çынни кĕтет ялан

Ял çынни кĕтет ялан

Елчĕк-1 почта çыхăну уйрăмĕнче тăхăр çула яхăн почтальонкăра ĕçлет Валентина Маркова.

Валентина Аркадьевна Тÿскел ялĕн çыннисене вăхăтра хаçат-журнал, тĕрлĕ бандерольсем, пенсисем, заказлă çырусем илсе çитересси пысăк яваплăх пулнине лайăх ăнланать, çавна май юратнă ĕçне тивĕçлипе, тĕплĕн пурнăçлать. Унăн 200 ытла подписчик. Вăл шутран «Елчĕк ен» хаçата çырăнса илекенсем – 125 çемье. В.Маркова районти почтальонсен конкурсĕнче «2019 çулхи чи лайăх почтальон» ята тивĕçнĕ. Пултаруллăскер Шупашкарти çыхăну электротехникумне пĕтернĕ. Профессие чун туртнипе суйласа илнĕ.

В.Маркова нумай хаçат çырăнакансене палăртмасăр иртеймест. Михаил Разумов, Юрий Петров, Галина Маркова çемйисем кашни çур çултах 3-5-шер экземпляр хаçат-журнал илсе тăраççĕ. Çав вăхăтрах Тÿскелсем район хаçатне кăмăлласа çырăннине палăртать вăл. Хальхи вăхăтра шăпах хаçат-журнала йÿнĕрех хакпа çырăнтармалли вунă кунлăх пырать, почтальонка кашни çынпа тĕл пулса калаçать. Тÿскелсен кĕтнĕ çынни вăл.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Маркова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code