Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тухтăрсем ĕç вырăнĕсене çитеççĕ

Тухтăрсем ĕç вырăнĕсене çитеççĕ

Федерацин «Демографи» наци проекчĕн «Общество сывлăхне çирĕплетесси» проектне пурнăçласа чир-чĕртен сыхланма, вăхăтра сипленме вĕрентес тĕллевпе республикăра предприятисенчи сывлăх кунĕсене ирттереççĕ.

Вĕсене ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви тата Хĕрарăмсен союзĕ йĕркелет. Проект тĕллевĕ – сахăр диабечĕпе, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе, онкологипе, ыттипе çыхăннисене профилактикăласси, вĕсен сăлтавĕсене халăха ăнлантарасси.

Тухтăрсен пĕр ушкăнĕ «ТехмашХолдинг» компани сотрудникĕсемпе тĕл пулса «Чарăн, Диабет» темăпа вĕренÿ йĕркеленĕ, диагностика консультацийĕ ирттернĕ, 5 çынна поликлиникăна кайса сывлăха тĕплĕнрех тĕрĕслеттерме сĕннĕ. Юн пусăмне, чĕре таппине, юнри сахăр виçине палăртма волонтер медиксем пулăшнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code