Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасене хỹтĕлер, упрар!

Ачасене хỹтĕлер, упрар!

Çуллахи хаваслă тапхăр — каникул пуçланчĕ. Вăл вара ашшĕ-амăшĕнчен пысăк яваплăх ыйтать. Ачасемпе тĕрлĕ инкек-синкек ан пултăр тесен аслисен питĕ тимлĕ пулмалла, вĕсене хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма хăнăхтармалла, кил-çуртра та, урамра та хăйсене мĕнле тытмалли пирки ăнлантармалла. Ку тапхăрта хуларисем те «капланса» аннăран яваплăх пушшех хушăнать.

Çулла — шыва кĕрсе савăнмалли вăхăт. Çапах та тимлĕ пулмасан çак савăнăç инкекпе вĕçленме те пултарать. Ачасене юхан шывсемпе кỹлĕ-пĕвесен хĕррине хăйсен тĕллĕн анчах каймалла марри пирки асăрхаттарсах тăмалла. Ятарлă вырăнсенче çеç шыва кĕмелле.

Ытти темăпа те тăтăшах калаçу йĕркелемелле: çул-йĕр правилисене пăхăнмалли, çуртран аякка кайма тата улах вырăнсенче çỹреме, ют çынпа автомашина çине ларса кайма е палламан çын сĕнекен тĕрлĕ япалана илме юраманни пирки пĕлмелле вĕсен. Пушă сарайсенче, çурт е хуралтă маччисенче выляма та ирĕк ан парăр. Енчен те хăрушлăх сиксе тухас пулсан ачана иртен-çỹренрен пулăшу ыйтма вĕрентмелле.

Çул-йĕр çинчи лару-тăру яланах тимлĕ пулма хистет. Кĕçĕннисене хăйсене урамра мĕнле тытма хăнăхтарни, çул-йĕр çинче выляма юраманни пирки тата асăрхануллă пулма вĕрентни кирлĕ. Скутер, мопед йышши транспорт хатĕрĕпе ỹсĕме кура усă курмалла. Ашшĕ-амăшĕ йĕркене пăсса çул çитмен ачасене е ятарлă права илмен çамрăксене руль умне лартнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Инкекрен упранас тесен автомашинăсемпе мотоциклсен уççисене кĕçĕннисем пĕлмен вырăнта упрăр. Велосипедпа, самокатпа çỹреме кăмăллакансен çакна пĕлмелле: 14 çула çитиччен вĕсемпе аслă çул çине тухма юрамасть.

Çулталăкăн ăшă тапхăрĕсенче пулакан пысăк инкексенчен пĕри — ачасем чỹречерен тухса ỹкни. Çакнашкал инкексем ан пулччăр тесен чỹречесем çине ятарлă блокировкăсем вырнаçтармалла. Май пулсан кантăк хăлăпне кăларса илмелле.

Çул çитменнисене çуртра питĕрсе хăварни те хăрушă. Енчен те вут-çулăм алхасма тытăнсан е ытти инкек пулсан вĕсем урама тухма та пултараймĕç.

Ывăл-хĕре Интернетпа усă курнă чух та хăш-пĕр йĕркене вĕрентмелле. Экран леш енче кам ларнине, вăл мĕнле шухăш-тĕллевлине пĕлмесĕр кĕçĕннисем хăйсем пирки хыпар пĕлтереççĕ, чылайăшĕ ют çынна хăйĕн тантăшĕ е пĕлĕшĕ вырăнне хурса шанать, чунне уçса пама та хатĕр. Федерацин «Ачасене сывлăха тата аталанăва сиен кỹрекен информацирен хỹтĕлесси çинчен» саккунне йышăнни ахальтен мар.

Ачасене хỹтлĕхпе тивĕçтерес тĕллевпе республикăра, çавăн пекех округра та, июнĕн 1-10 мĕшĕсенче «Хỹтлĕх» ятпа оперативлă профилактика мероприятийĕ иртет. Çул çитменнисене хỹтĕлес тĕллевпе çавна май Елчĕкри полици пайĕнче ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ! Ача пурнăçĕ пирĕн алăра пулнине асрах тытар, ăна кирек хăçан та хỹтĕлеме пултарар!

Людмила ЕГОРОВА,
полици майорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code