Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Агрослет, малаллах эс ут!

Агрослет, малаллах эс ут!

Тăвай округĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче «Ялта — чи лайăххисем» республикăри IV агрослет иртнĕ. Ăна Аслă Çĕнтерỹ 80 çул çитнине халалланă. Унта 1600 ытла, çав шутран Атăлçи федераци округĕн ытти регионĕнчен 80 ытла çын хутшăннă.

Форума Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алла Салаевăпа Юлия Оглоблина, РФ Президенчĕн Атăлçи Федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Александр Тихонов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов, Раççейри ял çамрăкĕсен Канашĕн председателĕ Дмитрий Пекуровский тата ыттисем хутшăннă.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев агрослетăн дискусси пайне уçнă май çакна палăртнă:

— «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илер» девиз мĕнле çуралнă пирки асăнса хăварам. Вăрçă вăхăтĕнче халăх вăй-хала шеллемесĕр пĕрле тăрăшнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне лайăх астăватпăр. Эпир Çĕнтерĕве çывхартнă паттăрсене курса ỹснĕ. Çĕнтерĕвĕн хакне пирĕн манмалла мар.

Олег Алексеевич агропромышленность комплексĕнче хастарлăх кăтартакансен пĕр ушкăнне Тав çырăвĕсемпе чысланă. Вăл йышра Елчĕксем те пур: Ленин ячĕллĕ ЯХПКн тĕп инженерĕ Александр Филимонов тата «Победа» ООО директорĕн çумĕ Сергей Чернов. Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Ирина Горшкова ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ.

Агрослета хутшăннисем хăйсене тĕрлĕ лапамра йĕркеленĕ çавра сĕтелсенче, мастер-классенче, культурăпа спорт мероприятийĕсенче кăтартма пултарнă. Елчĕк яш-кĕрĕмĕ те унта пултаруллисен йышĕнче пулнине икĕ кубок, çичĕ медаль çирĕплетеççĕ. Кире пуканĕ йăтакансен команди (Александр Константинов, Анатолий Узюкин, Аэлина Чайкина) 1-мĕш, канат туртакансем 2-мĕш вырăнсене йышăннă. Кĕçĕн Пăласен пулă шỹрпи те чи тутли, техĕмли пулнă.

ХАКЛАВ:

Кирилл ПЕТРОВ — Елчĕкри культура çурчĕн директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан:

— Агрослета 2-мĕш хут хутшăнтăм. Хальхинче çамрăксен «Тарават» фольклор ушкăнĕпе. Халăх пирĕн юрра-ташша питĕ хапăл пулчĕ. Пĕлтĕрхинчен форума анлăрах йĕркеленĕ, ку, тен, ытти регионтан делегацисем килнипе те çыхăннă пулĕ. Лапамсем пушă тăмарĕç — кашниех хăйне кăсăклăх тупрĕ. Çитес слета ялсенчи хăйсен ĕçне пуçарнă çамрăксене ытларах явăçтарасчĕ, вĕсене ăса хывмалли сахал мар унта.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code