Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Дмитрий Теллин — юстицин генерал-майорĕ

Дмитрий Теллин — юстицин генерал-майорĕ

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ Валентина Теллина-Табакова Хусанти медицина институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Елчĕк районĕнчи сыватмăшсенче, унтан Шупашкарти строительсен поликлиникинче чĕрĕк ĕмĕр тĕп тухтăрта вăй хунă. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче вăл — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ. Валентина Андреевна Чăваш АССР тава тивĕçлĕ строителĕпе Ардалион Теллинпа çемье çавăрса икĕ ывăл — Димăпа Женя çитĕнтернĕ.

Сăмахăм малалла аслă ывăлĕ пирки. Дмитрий 1980 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. 2002-2018 çулсенче республикăри прокуратура органĕсенче службăра тăнă. 2018-2021 çулсенче — РФ Атăлçи федераци округĕн Тĕп прокуратурин Управленийĕн сотрудникĕ, 2021-2022 çулсенче — Ненец автономи округĕн прокурорĕн çумĕ. Раççей Президенчĕн 2022 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн Дмитрий Ардалионовича Севастополь хулин прокурорĕн пĕрремĕш заместительне çирĕплетнĕ. Нумаях пулмасть вара ăна юстицин генерал-майорĕ званине (Патшалăхăн 3-мĕш класлă юстици советникĕ) панă.

Сăмах май, Теллинсен кĕçĕнни, Евгений Ардалионович, пĕр вăхăталлах Чăваш Республикин промышленноçпа энергетика министрĕн çумĕ пулса тăчĕ.

Петр СИДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code