Çĕрпỹ тăрăхĕнче археологсем çынсем пирĕн эрăчченхи 12 пине яхăн çул каялла ĕçленĕ-пурăннă вырăна тĕпчеççĕ.
Хула çывăхĕнче, ачасен «Звездный» лагерĕнчен инçе мар, анлă археологи ĕçĕсем пуçланнă. Чăваш Енри гуманитари институчĕн ăсчахĕсем малтанлăха тĕшмĕртнĕ тăрăх, кунта авалхи çынсен ĕç хатĕрĕсем тумалли мастерскойĕ вырнаçнă. Çĕре чавма пуçланă пирвайхи кунсемех пин-пин çул каялла çакăнта тĕпленнĕ çынсен чулран япаласем хатĕрлемелли хăнăху пулнине çирĕплетекен йышлă артефактпа савăнтарнă: çĕçĕ, кусар, ытти, вĕсене тума хатĕрленĕ чулсем…
Истори палăкĕн территорийĕ 700 тăваткал метр ытла.

