Теплицăна çуркунне мĕнле тата епле тасатмалла-ха? Ăна хатĕрлемесен тухăç лайăх илейместĕн.

Пĕрремĕшĕ — пăхăр купоросĕ. 10 л шыва 100 г ямалла. Вăл кăмпасане вĕлерет.
Иккĕмĕшĕ — фитоспорин. Ятарлă биопрепарат. 10 л шыва 200 мл ямалла. Вăл тасатать те, бактерисене те вĕлерет.
Виççĕмĕшĕ — кỹкĕрт шашки. Унпа усă курнă хыççăн теплицăна виçĕ талăклăха хупмалла. Вăл йăлтах вĕлерет.
Тăваттăмĕшĕ — белизна. 10 л шыва 1 л ямалла. Çак шĕвекпе стенасене сирпĕтмелле. Тепĕр сехетрен таса шывпа çумалла.
Пиллĕкмĕшĕ — триходермин. Пахча çимĕç калчисене куçарса лартиччен 2-3 эрне маларах çĕре хывмалла. Çак ĕçе тунă чухне 10 градус ăшă пулмалла.
Çакна асра тытăр: теплицăна типĕ çанталăкра, ăшăтсан çуса тасатмалла. Препаратсене улăштарсан аван.

