Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн следстви органĕ 37 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. УК 205.2 статйин 2-мĕш пайĕпе (террор ĕçĕсем тума чĕнни, терроризма халăх умĕнче тỹрре кăларни тата терроризма пропагандăлани) айăплаççĕ.
Тĕпчев уçăмлатнă тăрăх, ятарлă çар операцине сивленĕ май фигурант 2024 çулхи июнь уйăхĕнче телеграм-каналта терроризма тỹрре кăларакан комментарисем вырнаçтарнă. Унсăр пуçне 2025 çулхи июль уйăхĕнче Шупашкарти промышленность предприятийĕсенче пĕрне БПЛА тапăннипе çыхăннă теракт пирки публикаци айне комментарисем çырнă. Вĕсенче вăл Раççей территорийĕнче террор ĕçне пурнăçлама чĕнсе каланă.
Массăллă информаци хатĕрĕсемпе, электрон е информаципе телекоммуникаци, çав шутра интернет сечĕсемпе усă курса террор ĕçĕсем тума чĕннĕшĕн, терроризма халăх умĕнче тỹрре кăларнăшăн 300 пинрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран е айăпланаканăн 3-5 çулхи ĕç укçин е урăх тупăшĕн виçи чухлĕ штрафлаççĕ е 5 çул таран вăхăтлăха уйрăм должноçсене йышăнма, уйрăм ĕçсемпе ĕçлеме чарса 5-7 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăвараççĕ.

