Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп сакайĕнчен кăлармалла

Тĕп сакайĕнчен кăлармалла

Март уйăхĕн вĕçĕнче пахчара мĕнле ĕçсем тумалла-ха?

  1. Çак тапхăрта компост хатĕрлеме пуçлама юрать. 2-3 уйăхран, июнь уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне, вăл хатĕр пулĕ. Çавăн пекех ăна çум курăкĕпе кĕрешме усă курма пулать.
  2. Юр ирĕлсен теплицăри тата ирĕкри çĕре «Фитоспоринпа» шăвармалла, пленкăпа витмелле. Çакă пахча çимĕçе кăмпа чирĕсенчен, çав шутра томатсен фитофторозĕнчен, лайăх профилактика пулĕ.
  3. Март уйăхĕн вĕçĕнче çĕр улмине калчалантарма (яровизаци тутарма) кăларма пуçламалла. Çакă малашне колорадо нăррипе кĕрешме пулăшать. Çĕр улмине çутă çĕре хумалла. Унăн калчи çирĕплентĕр, хыттăр тата симĕслентĕр. Калчалантарнă «иккĕмĕш çăкăр» иртерех шăтса тухать. Çакă ăна колорадо нăрринчен сыхланма та пулăшать.
  4. Çĕр çине лартиччен çурхи ыхрана калчалантарма юрать. Март уйăхĕн вĕçĕнче ыхра шăлĕсене ỹсме пулăшакан ятарлă шĕвеке чиксе кăлараççĕ, марльăпа чĕркеççĕ те холодильника хураççĕ. Тепĕр уйăхран лайăх тымар янă ыхра шăлĕсем лартма хатĕр пулаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code