Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентешсене асăнчĕç

Ентешсене асăнчĕç

Июлĕн 1-мĕшĕ — Çапăçу ĕçĕсен ветеранĕсен кунĕ.

Ăна официаллă майпа çирĕплетмен пулсан та, унăн палăрăмĕ çулсерен ỹссе пырать. 2009 çултан асăннă уява «Çапăçу ĕçĕсен ветеранĕсене асăнмалли кун» тесе те йышăннă.

Çак кун округ центрĕнчи Афганистанра, Çурçĕр Кавказра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса вырнаçтарнă постамент умĕнче хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансем тĕл пулчĕç. Вĕсен умĕнче пĕрлĕх ертỹçи Петр Анисимов тухса калаçрĕ, кирек хăш çĕршывра е регионта иртнĕ хирĕç тăрура та ентешсем присягăна чыслăн пурнăçланине, паян та СВОра çавна тỹрремĕн çирĕплетнине палăртрĕ.

Шăплăх минучĕ хыççăн ĕнерхи салтаксем постамент умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Тĕл пулу тỹпене салют янипе вĕçленчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code