Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Карантин йĕрки вăя кĕнĕ

Карантин йĕрки вăя кĕнĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн указĕпе килĕшỹллĕн Çĕрпỹ округĕнче выльăх урнинчен (бешенство) сыхланмалли карантин йĕркине вăя кĕртнĕ.

Карантин утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче пуçланнă, вăл уйрăм хушу пуличчен тăсăлать. Çакă пĕр сад юлташлăхĕнчен илсе килнĕ тилле тĕрĕсленĕ май унăн асăннă чир вирусĕ тухнипе сăлтавланнă. Чĕр чун чирлĕ пулнине республикăн ветеринари лабораторийĕн тĕпчевĕ те çирĕплетнĕ. Халĕ ветеринари специалисчĕсем хăрушă чир çăл куçне тĕп тăвас енĕпе мерăсем йышăнаççĕ. Хăрушлăх пур территорире ярмăрккăсем, суту-илỹ, чĕр чунсем, выльăх пухăнассипе çыхăннă мероприятисем ирттерме чарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code