Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килĕшỹсене çирĕплетнĕ

Килĕшỹсене çирĕплетнĕ

Июлĕн 22-мĕшĕнче ЧР Общество сăнавĕн штабĕ Чăваш Республикинче кăçалхи сентябрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа 14-мĕшĕччен иртекен суйлавăн уçăмлăхĕпе саккунлăхне тивĕçтерес тĕллевпе регионти икĕ авторитетлă общество организацийĕпе — «ЧР Ашшĕсен Канашĕпе» (председателĕ — Алексей Валентинович Мурыгин) тата «ЧР Хĕрарăмсен союзĕпе» (Наталья Алексеевна Николаева) пĕрле ĕçлесси пирки килĕшỹсем тунă.

Сăмах май, Чăваш Республикинче Общество сăнавĕн территори штабĕсем уçăлнине те палăртмалла. Вĕсем, муниципалитетсенче вырнаçнăскерсем, республика аналогĕсем пулса, суйлав процесĕн уçăмлăхĕпе тĕрĕслĕхне тивĕçтерес ĕçре тĕп сыпăк пулса тăраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code