Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен

Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен

— Çывăрма выртас умĕн эпĕ вырăн çине хĕрес палли хурса тухатăп. Пĕлес килет: хĕрес çине выртса çывăрни çылăх мар-и?

— Эпир виçĕ пỹрнене пĕр çĕре тытса пурăнакан çурт-йĕре, канма выртакан вырăна, тăхăнса çỹремелли тумтире хĕрес палли хурса тасататпăр. Хĕрес палли хумассеренех: «Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн ячĕпе. Аминь», — тетпĕр. Хĕрес паллинчен таса вут тухать, таса маррине çунтарса ярать, пурăнакан çурт-йĕре çутăлтарса тасатать. Çывăрма выртас пулсан та эпир вут çине выртмастпăр, таса вутпа тасалнă вырăн çине çеç канма выртатпăр.

— Алса тăхăннă алăпа сăхсăхма юрать-и?

— Таса монах Аслă Варсонофий çапла каланă: кам та кам алсапа сăхсăхать, унран Туррăн ырăлăхĕ сирĕлет, тенĕ. Сăхсăхас тетĕн пулсан, Турăран хăраса сăхсăх. Арçынсен çĕлĕк-карттус таврашне хывса сăхсăхмалла. Тепĕр чухне чиркỹ çывăхĕнчен иртсе каймалла пулать. Урамра тỹсме çук сивĕ пулсан, арçынсем çĕлĕкĕсене хывмасăрах сăхсăхма та пултараççĕ.

— Тĕне кĕменнисен просфора çиме юрать-и?

— Юрамасть. Тĕне кĕмен этем — чунĕпе вилĕ çын. Çавăнпа та ăна просфорăпа таса шыв пама юрамасть. Тасатнă шывпа вара сирпĕтме юрать.

— Диакон Чиркỹре тĕтĕм тĕтĕрнĕ вăхăтра унта тăракансен мĕн тумалла?

— Диакон тĕтĕркĕчпе тĕтĕм тĕтĕрнĕ чухне вăл турăшсемпе иконăсем, ĕненекенсен умĕпе иртет. Çавăн чухне пурин те ун еннелле çаврăнса тăмалла. Çынна мĕншĕн тĕтĕрет-ха вăл? Мĕншĕн тесен кашни çыннах Турă евĕрлĕ, Турă тĕслĕ пултарнă. Эпир пит çылăхлă, апла пулин те таса çынсене тĕтĕрнĕ пекех тĕтĕреççĕ: эпир — тĕне кĕнĕ çынсем, Турă этемĕсем.

— Манăн пĕлĕшĕмĕн ывăлĕ — уйăх çапнă çын. Ун чирне сомнамбулизм теççĕ. Мĕнле чир вăл? Усал ерни-и е епле те пулин урăх чир-чĕр?

— Этем хăйĕн чунне çылăха кĕнипе амантать. Çапла унăн чунĕ чирлесе каять. Ĕлĕк, 20-мĕш ĕмĕрччен, пирĕн çĕршывра психбольницăсем пулман. Чунĕ чирлисем чиркỹсемпе мăнастирсене çỹренĕ. Çылăха кĕнĕ çын чиркĕве кĕрсе çылăхĕсене каласа парса ỹкĕннĕ, çу сĕртернĕ, Туррăн Ỹчĕпе Юнне ăша илнĕ, çапла вара чунне сыватнă. Чиркỹсемпе мăнастирсене хупнă-хупманах е çĕмĕрсе пĕтернĕ-пĕтерменех психбольницăсем уçма пуçланă.

Ача чирлĕ пулсан ашшĕпе амăшĕ малтан хăйсене тĕрĕслемелле, епле пурăнаççĕ вĕсем? Пурне те аса илсе, çылăхсене каласа парса ỹкĕнмелле, венчете тăмалла. Ача 10-15 çула çитнĕ пулсан унран çылăхĕсене ыйтса пĕлме пулать: хăех ỹкĕнтĕр вăл. Вара ăна кĕлтуса çу сĕрсе ярĕ, Туррăн таса Ỹчĕпе Юнне ăша илтерме те пулĕ. Ашшĕпе амăшĕн ачишĕн çине тăрсах кĕлтумалла. Пур япала та, çав шутра чир-чĕр те пĕр-пĕринпе çыхăннă. Килте уйăх çапнă çын пур пулсан унăн тăванĕсемпе çывăх çыннисен те ỹкĕнмелле, ỹссе çитнисен венчете тăрса çеç арлă-арăмлă пурăнмалла. Пуринпе те килĕшỹ тупса канăçланса пурăнмалла. Кил-йыш вăл — хул-çурăм пек япала: хул-çурăмăн пĕр пайĕ кăна ыраттăр — пĕтĕм кĕлетке асапланать. Килте те çавах: пĕр çын асап курни ытти çынсене те асап кỹрсе тăрать.

Амвросий (ЮРАСОВ) архимандрит.
(«Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен» кĕнекерен).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code