Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Иртнĕ эрнекун Шупашкар округĕнче Пуçлăх тата муниципаллă служащисен кунĕ иртнĕ, çавна май муниципалитетсен ĕçченĕсем тĕрлĕ конкурс-ăмăртура тĕрĕсленнĕ. Елчĕк округĕн команди ăмăртусемпе конкурссене тивĕçлĕ хутшăннă. Леонард Левый муниципалитет ĕçченĕсене пĕрлĕхре тата тухăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕ, муниципалитет службинче малашне те ăнăçу сунчĕ.
Малалла вырма ĕçĕсем мĕнле пынине тишкерчĕç. Август уйăхĕнчи çумăрсем тыр-пул пухса кĕртес ĕçе самай ура хучĕç. «Çанталăк шăрăх та типĕ тăнă пулсан вырма ĕçĕсем вĕçленсе те пыратчĕç ĕнтĕ», — палăртрĕ округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков.
Иртнĕ тунтикун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 11677 гектар лаптăк çинче çулнă (çакă палăртнă планăн 50 проценчĕ). 470511 центнерне çапса тĕшĕленĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 40,7 центнерпа танлашнă.
Округăн 2025 çулхи январь-июль уйăхĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тата асăннă тапхăрта округ бюджетне пурнăçланин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене те тишкерчĕç канашлура.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2025-2026 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси — çивĕч ыйтусенчен пĕри. Вăл тапхăр пуçланасси те инçе мар.
— Хутăнмалли объектсем хĕллехи сезона сентябрĕн 15-мĕшĕччен хатĕр пулмалла. Сывлăх сыхлавĕн, вĕренỹ, культура тата ытти тытăмра тăрăшакансен ку енĕпе уйрăмах тимлĕхе ỹстермелле. Кĕркунне-хĕлле чрезвычайлă лару-тăрусем сиксе ан тухчăр тесен энергетика тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕ кал-кал ĕçлесси пирки паянах шухăшламалла, — палăртрĕ Л.Левый. Округра пурăнмалли çурт-йĕрпе социаллă тытăмри объектсене ăшăпа тивĕçтерекен 82 котельнăй ĕçлет. Хальхи вăхăт тĕлне бюджет организацийĕсемпе территори пайĕсенчи объектсенче сигнализаторсене тĕрĕсленĕ, мăрьесене тĕрĕслемелли актсене йĕркеленĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрлес ĕçсем малалла пыраççĕ.
Канашлура инвестици тата халăх пуçарăвĕпе çыхăннă проектсене пурнăçлассипе, территорисене тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă тата ытти çивĕч ыйтăва сỹтсе яврĕç.
Е.ПЕТРОВА.

