Хальхи вăхăтра, çар призывĕ пынă май, ĕлĕкрех пулас салтаксене ăсатнин йăли-йĕркипе паллаштарасшăн. Хăш-пĕр йĕркесем паян та упранса юлнă.
Тăван çĕршыва сыхласси — тĕп тивĕç. 18 çул тултарнă кашни çамрăк повестка парасса кĕтсех тăнă, юлташĕсенчен юлас килмен. Çав тапхăра савнă хĕрĕсем те кĕтнĕ: хăй килĕштерекен пулас салтак валли пĕр кĕтесне тĕрленĕ, хĕррисене чĕнтĕрленĕ ал тутрисем хатĕрленĕ. Тепĕр чухне хăюллăрах каччăсем хĕрĕн аллинчен ал тутрине туртса илнĕ, çапла майпа хĕре юратнине систернĕ. Чылай вăхăтран ăна çума каялла панă. Çапла майпа икĕ çын хушшинче юрату çирĕпленнĕ.
Пулас хỹтĕлевçĕсене пикесем тутăрсем те парнеленĕ. Вĕсене сулласа ял урамĕсем тăрăх юрласа çаврăннă, кỹршĕ ялсене те çитнĕ:
Кайăк хурсем каяç карти-карти,
«Кайри начар» тесе ан калăр.
Ак çакăнтан эпир кайсассăн
«Кайни лайăх» тесе ан калăр…
Инçе çула пуçтарăнаканпа çамрăксене тăванĕсем черетпе хăнана чĕннĕ, хут купăс каласа такмакласа ташлаттарнă. Каяс çамрăка хул пуççи урлă хĕреслетсе тĕрленĕ ал шăлли çыхса янă. Вăл килте упраннă, «хуçи» таврăниччен унпа никам та усă курмалла пулман.
Çар службине каяканăн ура йĕрри çине кĕçĕн шăллĕсем пусмалла пулнă, ку вăл вĕсем те çара юрăхлă пуласса пĕлтернĕ. Ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем çĕршыва чыслăн сыхлама ырă суннă май, кутамккана тĕрлĕ апат-çимĕç тултарнă. Ял çыннисем те айккинче юлман.
Службăран таврăнсан çамрăк каллех ал шăллине хĕреслетсе çыхса янă. Каллех юлташĕсемпе тăванĕсене «Салтак курма» текен пулăма чĕннĕ. Çакăн хыççăн ĕнерхи салтак мирлĕ ĕçе кỹлĕннĕ. Ывăлĕн пуртенккисене амăшĕ арчара усранă. Авлансан, ывăл çуралсан, ăна çийĕнчех çав пуртенккесемпе чĕркенĕ. Ача сывлăхлă çитĕнсе ашшĕ пекех çара юрăхлă пуласса шантарнă.
Çỹлерех калани çумне çакна тата хушасшăн. Хĕсмете каякана алăпа çĕленĕ енчĕкпе тăван çĕр тăприне парса янă. Çапла майпа çыхăнăва упрать, тенĕ. Салтакăн енчĕкпе тăпрана каялла илсе килмелле пулнă.
Енчен те вăрçа ăсатнă пулсан, ялта выльăх пусса кăмакара шăрттан, кукăль-хуплу, чăкăт пĕçернĕ. Çăкăра касса типĕтсе сухари тунă, сăра вĕретнĕ. Шур сухалсем çĕнтерỹпе таврăнма пил панă. Вăрçа та тулли кутамккапа кайнă çамрăксем, çул инçĕшне пĕлмен-çке, вокзалсенче те нумай кĕтме тивнĕ. Ялтан килнĕ çыру вара — чун ăшши, вăй паракан çăл куç…
Елена КОНДРАТЬЕВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Шупашкар хули.

