Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паллă театр ĕçченĕ

Паллă театр ĕçченĕ

Чăвашсен паллă сцена ăсти Игнатий Осипович МОЛОДОВ çуралнăранпа 120 çул çитет.

Пулас артист 1905 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче Кĕçĕн Елчĕк (халĕ Елчĕк) ялĕнче çуралнă. 1913-1918 çулсенче ялти шкулта пĕлỹ илет, ял çыннисене вулама, шутлама вĕрентет, субботниксене, концертсемпе спектакльсене, кружоксене хастар хутшăнать.

Игнатий Молодов 1924-1926 çç. Чĕмпĕрти ял хуçалăх тата педагогика техникумĕсем çумĕнчи опытлă-кăтартуллă шкулта пĕлỹ пухать. Артист пулас ĕмĕтпех 1928-1932 çç. Чăваш драма театрĕ çумĕнчи студире вĕренет. Çав вăхăтрах ăна республика Наркомпросĕ Мускава Чăваш агиткультбригадине хатĕрлеме ярать. 1937 çулхи ноябрь уйăхĕнчен вара — Сĕнтĕрвăрринчи I-мĕш колхоз театрĕн илемлĕх ертỹçи. 1938 çулхи сентябрь уйăхĕнче Етĕрнери саланса кайнă III-мĕш колхоз театрне чĕртме директор тата илемлĕх ертỹçи пулма яраççĕ.

Игнатий Осипович 1939-1968 çç. — Чăваш академи драма, 1971 çултан Çамрăксен театрĕсенче вăй хурать. 40 çул ытла сцена çинче ĕçленипе пĕрлех вăл 30 спектакль те лартнă.

Чăваш халăх артистне икĕ хутчен республика парламентне депутата суйланă. Ăна «Хисеп Палли», Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе, ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотисемпе тăватă хутчен наградăланă. 1957 çулта унăн ятне ЧАССРн Юбилейлă Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. 1995 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн, культурăпа ăслăлăха аталантарас ĕçре çитĕнỹсем тунăшăн ĕмĕр тăршшĕпех уйăхсерен патшалăх пособийĕ памалла тунă.

Игнатий Молодов 1999 çулхи августăн 27-мĕшĕнче вилнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code