Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн округра — Андрей Макушев

Пирĕн округра — Андрей Макушев

Иртнĕ канмалли кунсенче пирĕн округра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев пулса курнă.

Округ пуçлăхĕпе — Леонард Левыйпа пĕрле вăл «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, вырăнти коллективпа тĕл пулса калаçнă. Ун хыççăн «Победа» ОООри çĕнĕ пăру витине çитсе курнă. Министр выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыракан тата çак çулсенче паянхи пурнăç условийĕсене туллин тивĕçтерекен темиçе вите туса лартнă «Победа» ООО округри ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн кăна мар, çавăн пекех республика шайĕнче те ырă тĕслĕх пулнине палăртнă. Малашлăха шанса çирĕп утакан ял хуçалăх предприятийĕн дирекцине малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă вăл.

…Андрей Макушев округ ертỹлĕхĕпе пĕрле республикăра хальхи вăхăтра пурăнакан пĕртен-пĕр Социализмла Ĕç Геройне, Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Николай Иванович Панкратова 85 çулхи юбилей ячĕпе саламлама та хутшăннă. Май пулнипе усă курса вăл ăна республика Пуçлăхĕн — Олег Николаевăн саламне вуласа панă.

— Николай Ивановичăн ĕçри паттăрлăхĕн тĕслĕхĕпе эпир паянхи çитĕнекен ăрăва воспитани паратпăр, агропромышленность комплексĕнчи, çав вăхăтрах Чăваш Енĕн пĕтĕмĕшле пуласлăхне куратпăр, — тесе палăртнă Андрей Макушев.

Сăн ỹкерчĕкре: Андрей Макушев «Победа» ОООра; Николай Панкратова чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code