Суббота, 6 декабря, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Культура вучахĕ чĕресене ăшăттăр

Культура вучахĕ чĕресене ăшăттăр

Çак кунсенче 1979 çулта хăпартнă Вăрăмхăва ялĕнчи культура çурчĕ те çĕнелсе капăрланчĕ. Ял халăхĕ валли мĕн пысăкăш савăнăç, парне пулчĕ çакă.

— Клуба малтан та хавас-туйăмпа çỹреттĕмĕрччĕ, халь, çĕнетнĕ хыççăн, тухас та килмест ĕнтĕ ку çуртран, — тет Вăрăмхăва халăхĕ.

Çамрăксемпе пĕрле аслă çулхисем те хĕпĕртеççĕ Культура çурчĕ çĕнелнĕшĕн. Юлашки çулсенче вĕсем те тухма пĕлмеççĕ кунтан — СВОри салтаксем валли сетка çыхма ĕçе çỹренĕ пекех çỹреме пуçларĕ мар-и халăх? Пысăк опытлă клуб ертỹçи Лариса Казначеева вара халăх кăмăлне çĕклекен тĕрлĕ интереслĕ мероприяти йĕркелеме пултарни пурнăçа ырă варкăш кĕртет.

Культура аталанăвĕн патшалăх программипе килĕшỹллĕн 8,4 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă кунта кăçал. Çав шутран республика бюджетĕнчен 7,9 млн, вырăнти бюджетран 420 пин тенкĕ уйăрнă.

— Пысăк йыш вырнаçмалăх çурт кĕске вăхăтра юмахри пек хăтлăланчĕ. Юсав иртиччен сивĕччĕ-ха клубра, çумăр çунă чух юхтаратчĕ те. Тавах ĕнтĕ округри, республикăри, çĕршыври ертỹçĕсене тĕрлĕ программа йышăнса халăхăн пурнăç условийĕсене çулран çул ырă енне улăштарса пынăшăн, — тет ял старости Николай Казначеев.

Подрядчикпа тунă контракт ĕçĕсен шутне пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсем, хутса ăшăтмалли, шыв пăрăхĕсен, канализаци тата электричество тытăмĕсене йăлт улăштарни кĕнĕ. Çавăн пекех тул енчен капăрлатнă, тамбура юсанă тата пушар сигнализацийĕн, эвакуацие тытса пырассин çĕнĕ йышши тытăмĕсене вырнаçтарнă.

Маларах асăннă официаллă хăнасемпе пĕрле мероприятие Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Георгий Богуславский те хутшăнчĕ. Вĕсем пурте ял çыннисене сывлăх, ырă та тăнăç пурнăç, çитĕнỹсемпе ăнăçусем сунчĕç. Çак ялта çуралса ỹснĕ Алексей Сайкин генерал-лейтенант вара ял çыннисемшĕн пурнăçланнă ырă ĕçшĕн уйрăмах кăмăллă пулнине палăртрĕ.

Сăмах май, хальхи вăхăтра Елчĕк муниципалитет округĕнче 31 клуб учрежденийĕ, 23 вулавăш, музей, ачасен искусство шкулĕ, архив ĕçлеççĕ. Юлашки пилĕк çулта округра тĕрлĕ программăпа 21 учреждение çĕнетнĕ: 15 клуба, 4 вулавăша (2024 çулта Çирĕклĕ Шăхаль ял вулавăшĕн никĕсĕ çинче тĕслĕхлĕ вулавăш йĕркеленĕ), ачасен искусство шкулĕ, архив.

Культура çурчĕсене юсассипе округра малашне те ĕçлесе пыраççĕ. «Çемье» наци программипе килĕшỹллĕн 2026-мĕш çулта Кивĕ Эйпеç ялĕн клубне тĕпрен юсама палăртнă. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ 8,7 млн тенкĕпе танлашĕ.

Мĕнех, культура вучахĕ малашне те чĕресене ăшăттăр.

Е.ПЕТРОВА.

Е.Петрова, М.Смолина сăн ỹкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code