Кашни çулах декабрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ. Пирĕн округра ВИЧ-инфекци енĕпе эпидемиологи лару-тăрăвĕ еплерех пулни пирки Елчĕкри тĕп больницăн тĕп врачĕн медицина енĕпе ĕçлекен çумĕ Маргарита Рыбкина паллаштарчĕ:
— ВИЧ-инфекцине сарăлма парас мар тĕллеве тĕпе хурса Елчĕк муниципалитет округĕнче кăçалхи 10 уйăхра 5971 çынна ВИЧ антителисем çине анализсем илсе тĕрĕсленĕ. Çак чирпе çыхăннă çĕнĕ тĕслĕхсене тупса палăртман (2024 çулта 2 тĕслĕх пулнă). Пурĕ вара чире шута илме пуçланăранпа муниципалитет территорийĕнче ВИЧ-инфекциллĕ 51 çынна регистрациленĕ. Вĕсенчен 10-шĕ вилнĕ, çав шутран 5-шĕ — СПИДран. Хальхи вăхăтра ВИЧ-инфекциллĕ 30 çын диспансер учетĕнче тăраççĕ. Вĕсен хушшинче ачасем çук. ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕнчен çуралнă ачасен шучĕ вара — 10. Асăннă инфекциллисем хушшинче арçынсем ытларах — 19 çын (63,3 процент). Хĕрарăмсем 11 çын (36,6 процент).

