Четверг, 15 января, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ене» кăмăлласа çырăнаççĕ

«Елчĕк ене» кăмăлласа çырăнаççĕ

— Нина Козлова (почта тытăмĕнче 16 çул ĕçлет), Надежда Сапожникова (3-мĕш çул), Светлана Лапшина (20 çул), Валентина Охотина (15 çул), Зоя Земскова (5-мĕш çул ĕçлет) почтальонсем пирĕншĕн хисеплĕ те хаклă çынсем. Тавах вĕсене пире хаçат-журнал, унпа пĕрле кашни уйăхрах пенси укçине вăхăтлă парса тăнăшăн. Унсăр пуçне куллен кирлĕ таварсемпе те тивĕçтереççĕ. Халăхпа ырă та тарават вĕсем, — çапла пĕлтереççĕ Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем.

Почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Лариса Яшина та ĕçченсемпе кăмăллă. Хăй вăл 24-мĕш çул ĕçлет ĕнтĕ çак вырăнта.

— Пирĕн почтальонсем ĕçне чун-чĕререн кăмăллаççĕ. Халăхпа та тарават та кăмăллă вĕсем. Яваплăха çирĕп туяççĕ, хушнă тивĕçе туххăмрах пурнăçлаççĕ. Плана та çулсерен вăхăтлă тултараççĕ, кăçал та «Елчĕк ене» иртнĕ çултан кая мар çырăнтарас ĕмĕтлĕ. Тав вĕсене, — тет вăл.

Чăн та, почтальонсем ĕçне чунтан юратни вĕсен çунса тăракан куçĕсенченех курăнчĕ. Кăмăллăн та ăшшăн кĕтсе илчĕç вĕсем хаçат ĕçченĕсене.

— Пирĕн тăрăхра «Елчĕк ене» кăмăлласах çырăнаççĕ. Кашни ỹсĕмри çын хăйне кирлине тупать хаçат страницисенче. Округ хаçачĕ вăл халăха пĕрлештерсе тăрса ырă йăласене упрама хистесе пырать, — теççĕ почтальонсем.

Çакна та палăртса хăвармалла. Кунти почта çыхăну уйрăмĕнче иртнĕ çул ятарлă программăпа килĕшỹллĕн пысăк юсав ĕçĕсем иртрĕç. Çавна май ĕçлес енĕпе условисем самай лайăхланнă унта. Чи кирли — пỹлĕмсенче ăшă та çутă, хăтлă.

Е. Петрова сăн ỹкерчĕкĕнче: почтальонсем ертỹçĕпе (сылтăмран виççĕмĕшĕ) пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code