Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Александр Малова асăнса

Александр Малова асăнса

Елчĕкри ФОКра Паттăрлăх орденĕн икĕ хут кавалерне, сывлăш-десант çарĕн гварди аслă сержантне Александр Малова асăнса ирттернĕ стритболистсен «Çĕнтерỹ кубокĕ» ăмăрту та пĕрремĕш хут мар.

Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма паттăрăн ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕ, округ пуçлăхĕ Леонард Левый, СВО участникĕсемпе тăванĕсем хутшăннă. Леонард Васильевич асăннă спорт мероприятийĕ çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассинче, паттăрсен ячĕсене яланах асра тытассинче пысăк витĕм кỹнине палăртнă. Спорт мероприятийĕ пуçланас умĕн пуçтарăннисене пĕр тăван Василисăпа Захар Светловсем музыкăпа патриотика композицийĕпе тата Ариана Светлова акробатика элеменчĕсемпе тыткăнланă.

Кăçалхи турнирта округри шкулсен 7 команди вăй виçнĕ. Ушкăнсенчи виçшер спортсмен баскетбол площадкинче вăр-варлăх, лайăх техника кăтартса кашниех нумай очко пухса хăйсен командине мала кăларасшăн талпăннă. Пуринчен те ăста выляканĕ вара — Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкул команди. Финалта вăл хĕрỹ тупăшура Елчĕк шкулĕн 1-мĕш командине 2:0 шутпа çĕнтернĕ. Елчĕксен тепĕр коллективĕ — 3-мĕш.

Турнир пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх чи пултаруллă стритболистсене палăртнă: Артем Перепелкин (Çирĕклĕ Шăхаль) — чи лайăх вăйăçă, Егор Тарасов (Аслă Елчĕк) — куракансен призĕн хуçи. Баскетбол мечĕкне карçинккана ывăтса кĕртессипе снайперсен ăмăртăвне те ирттернĕ. Кунта Патреккелĕнчи Эвелина Орловăпа (1 минутра — 6 очко), Елчĕкри Владимир Скворцов (7 очко) çĕнтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code