Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕлсе сиплеççĕ

Пĕлсе сиплеççĕ

Сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче тăрăшакансен ĕçĕ çĕр çинче чи явапли тата сăвапли тесе шутлатăп. Вĕсем пулман пулсан çынсем тĕрлĕ чир-чĕртен мĕнле сывалнă пулĕччĕç-ши?

Больницăра выртса сипленнĕ çын çакна питĕ лайăх ăнланать. Эпĕ, 86 çулхи ватă, иртнĕ çул йывăр чирлесе ỹкрĕм те манăн Елчĕкри больницăна кайма тиврĕ. Инфекци кабинечĕн врачĕ Людмила Миллина мана тĕрĕслерĕ те тĕрĕс диагноз лартрĕ, терапи уйрăмне выртмалли пирки пĕлтерчĕ. Елчĕк больницине вырттарсан савăнтăм, ют çĕре ват çыннăн каяс килмест, çывăхра пулни пире çав тери аван.

Çак тарана çитсе пневмони чирĕпе чирлесе курман пулсан та, ватлăхра мана темле çулăхнă. Паллах, питĕ хăраса ỹкрĕм. Палатăна вырттарсанах Алина Васильева тĕп тухтăр хăй пырса тĕрĕслерĕ. Пỹлĕмре пĕчченех пулнипе-ши, сентябрь уйăхĕ пулсан та, сивĕччĕ. Тем вăхăтран газ операторне чĕнсе илсе газ ярса ăшăттарчĕ. Ун чухне хутмалли тапхăр пуçланманччĕ-ха. Тĕп тухтăр ман пата темиçе хутчен те палатăна пырса хама мĕнле туйни çинчен ыйтса пĕлетчĕ.

Терапи уйрăмĕнче тепĕр терапевт врач Убайдулла Бекмуратов чирлисене кашни ирхине тĕрĕслесе тухатчĕ. Кашни çынпа лайăх калаçатчĕ. Врачсем сиплев курсне тĕрĕс панипе, медсестрасем тăрăшса сипленипе икĕ эрнерен сывалтăм. Шурă халатлисем питĕ ырă чунлă пулнипе, ăшшăн калаçса уколсем туса тăнипе чиртен вăхăтра сывалма пулать иккен. Терапи уйрăмĕнче кашни çыннах ырă кăмăлпа сыватнине туйса тăратăн, çавă пулăшать те.

Унта пурте тăрăшса ĕçлеççĕ. Санитаркăсем те хăйсен ĕçне тĕплĕн пурнăçланине курса ĕненетĕн. Вĕсем палатăсенчи тасалăхшăн тăрăшаççĕ, чирлисене вăхăтра апат илсе килсе çитереççĕ. Поварсем те маттур, меню пуян.

Манпа тата тепĕр пăтăрмах пулса иртрĕ: пилĕкрен чышса ыратнипе аптраса ỹкрĕм. Васкавлă пулăшу машинипе каллех çав уйрăма кайма лекрĕ. Убайдулла Алтмишевича чĕнсе илчĕç. Вăл мана сиплев палăртрĕ, килте уколсем тутарма эмелсем çырса пачĕ, пилĕке кашни кун ятарлă маçпа сĕрсе тăма хушрĕ. Вăл çырса панă сиплев питĕ лайăх пулăшрĕ, вунă кунтан ыратни иртсе те кайрĕ.

Елчĕкри тĕп больницăра пысăк пĕлỹллĕ, опытлă, ырă чун-чĕреллĕ, чирсен диагнозне тĕрĕс пĕлсе сиплекен врачсемпе медсестрасем пулнине хам чун-чĕрепе туйса ĕнентĕм. Унти кашни ĕçлекене чун-чĕререн тав тăватăп.

Ольга МИРОНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Таяпа Энтри ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code