Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сыватмăшăн та кĕнеке пур

Сыватмăшăн та кĕнеке пур

Историпе кăсăкланатăн пулсан, черетлĕ «155 лет на страже здоровья» кĕнекепе паллашма пултаратăн.

Унăн хаклавĕ округри тĕп вулавăшра иртнĕ. «СВ-Пресс» издательсен ушкăнĕ кăларнă ăс-хакăл çимĕçĕпе унăн хатĕрлевçисем — Алина Васильевăпа Антонина Александрова — паллаштарнă. Полиграфи тĕлĕшĕнчен паха кĕнекере сыватмăшăн историпе хальхи ĕç-хĕлне туллин çутатнă, сăн ỹкерчĕксемпе çыхăнтарнă. Вĕсенчен ĕлĕкхисем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Презентацие хутшăннисем издание пысăк хак панă. Вăл малашне округри учрежденисенче — библиотекăра, редакцире, архивра, музейра та упранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code