Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнăшăн виçĕ ордена тивĕçнĕ, кайран çĕршывăн авиаципе çыхăннă предприятийĕсенче нумай çул инженер-конструктор, изобретатель пулса ĕçленĕ Яков Егорович Сардаев çуралнăранпа мартăн 18-мĕшĕнче 105 çул çитет.

Вăл Акчелтен. Ялти пуçламăш, унтан Патреккелĕнчи 7 çул вĕренмелли шкулсене пĕтернĕ хыççăн 1936 çулта Патăрьелти педагогика училищине вĕренме кĕрет. Ăна ăнăçлă вĕçленĕ май Мускав облаçĕнче ĕç биографине пуçлать кăна, 1939 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче Ухтом çар комиссариатĕнчен унăн Хĕрлĕ Çар ретне тăма ят тухать. Вăрçă пуçланас умĕн вăл хĕсметре Донбасс тăрăхĕнче тăнă. Хаяр тапхăр ăна Украина, Польша, Германи çĕрĕсем витĕр илсе пырать. Аслă Çĕнтерĕве салтак Чехословакире артиллери дивизионĕн разведкин начальникĕн должноçĕнче кĕтсе илет. Ун хыççăн Совет çарĕн Австрири ушкăнĕнче икĕ çул службăра тăрать. Тăван яла 1947 çулта аслă лейтенант званипе таврăнать.
Яков Сардаева 1943 çулта умлă-хыçлă тенĕ пек II, I степень Отечествăлла вăрçă, 1944 çулта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе наградăланă. Кашни орденăн хăйĕн историйĕ. Виççĕмĕшне, тĕслĕхрен, Руслановка поселокĕ çумĕнчи сăрта тăшмансенчен тытса илнĕшĕн тата ăна хаяр çапăçура çирĕп тытса тăнăшăн панă.
Çар тумне хывсан Яков Егорович Хусанти технологи техникумне (1950 ç.), хулари авиаци институтне (1956 ç.) вĕренсе пĕтерет. «Авиаци двигателĕсем» ятлă диплом ĕçне хỹтĕленĕ аслă пĕлỹллĕ специалист малалла хулари авиаципе çыхăннă хупă предприятисенче ĕçлеме тытăнать.
Манăн атте — Николай Ефимович Московский — 1956-1960 çулсенче Хусанти партин Аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Акă мĕнле аса илетчĕ вăл çав тапхăра: «Пире тарăн пĕлỹ парас тĕллевпе «Технология металлов» предмета та вĕрентнĕ. Çавна май практика шучĕпе хулари авиаципе, хăш-пĕр предприятипе паллашма илсе каятчĕç. Лекцисене вара вĕсенче ĕçлекен инженерсем ирттеретчĕç. Пĕррехинче çапла пирĕн вĕренỹ ушкăнне пĕр çын пырса кĕчĕ те: «Эпĕ паян сире «Технология металлов» предмета кĕрекен «Железо-углерод» диаграммăпа паллаштаратăп. Вăл металпа ĕçлекен çынсене питĕ кирлĕ. Мана Сардаев Яков Егорович тесе чĕнеççĕ», — тесе пĕлтерчĕ. Доска çине çырма, ỹкерме пуçланине эпир тетрадьсем çине куçаратпăр. «Ара, ку хамăр ял, Акчел çынни вĕт!» — тетĕп ăшăмра. Чăнах та, чылай çул курман эпир пĕр-пĕрне. Ача чухне эпир унпа улăм хушăкĕнчи сăпса йăвине те тустарнăччĕ — пыл çиес килнĕ ĕнтĕ. Пылне тутанса пулмарĕ, анчах та сăпсасем пире питĕ вăйлă сăхса пĕтерчĕç, пит-куç футбол пỹски пек шыçса кайнăччĕ. «Астăвать-ши çакна Яков Егорович?» — тесе малалла çыратăп унăн лекцине.
Акă заняти те вĕçленчĕ. Эпĕ кайма тухнă лектор патне пытăм та: «Каçарăр та ыйту панăшăн. Сире ача чухне сăпсасем сăхса курман-и?» — тетĕп. Вăл ман çине пĕр вăхăт тимлĕн пăхса тăчĕ те: «Это ты, Николай? Акчел, Чувашия!» — тесе ыталаса илчĕ. Çапла эпир ентешпе калаçса та кайрăмăр. «Сиртен нумайăшĕ фронтовик пулĕ, çавăнпа ан вăтанăр, тỹрех калăр: паянхи темăна лайăх ăнлантăр-и?» — çапла каларĕ пирĕн йĕри-тавра пуçтарăннă юлташсемпе сăмах пуçарса. Эпир вара харăссăнах: «Чăнах та, лайăхах ăнланса пĕтереймерĕмĕр çав», — терĕмĕр.
Тепĕр кунĕнче Яков Егорович пире доска умне пуçтарса шĕвĕ металл мĕнле кристалл пулса тăнине, тĕрлĕ структурăсене епле куçса пынине питĕ тĕплĕн — «хресчен чĕлхипе» (çапла терĕмĕр эпир çакна) ăнлантарса пачĕ. Вăт, эпĕ халĕ те металл феррит, перлит, мартенсит тытăмĕсене мĕнле çаврăнса пынине ăнлантарса пама пултаратăп».
Яков Сардаева, пысăк тавра курăмлă инженера, ĕç опычĕпе пуянланса пынăскере, Хусанти авиацин ăслăлăхпа тĕпчев институтне инженер-конструктор должноçне куçараççĕ. Вăл авиацире усă куракан приборсем кăна мар, тепловоз двигателĕсем валли те автоматла приборсем тунă çĕрте вăй хума пуçлать. Çакна 1961 çулта Хусан хулинче пичетленсе тухнă «Новые приборы газового анализа и автоматического регулирования температуры различных сред» кĕнекере те вуласа пĕлме пулать. Унта Совет Союзĕнчи специалистсем ку тĕлĕшпе мĕнле приборсем туни çинчен çырса кăтартнă. Çавă кăмăллă, пирĕн ентешĕн приборĕсем пирки чертежсем тусах палăртнă.
Вăл модернизациленĕ РТПД-80 тата РТПД-80М автоматла температура регуляторĕсем пирĕн çĕршыври тепловозсен двигателĕсем çинче ĕçлеççĕ.
1962 çулта вăл «Термостатический парожидкостной бескапиллярный регулятор» тата 1977 çулта «Оптическая система измерительного многоканального прибора» ятлă ĕçсемшĕн патентсем илнĕ. Унсăр пуçне авторла свидетельствăсене тивĕçнĕ, патшалăх укçан преми парса хавхалантарнă ăна.
Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Яков Сардаев Хусантах пурăннă. 1991 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче унăн чĕри тапма чарăннă. Хăй каласа хăварнине шута илсе ăна тăван ял масарĕнче пытарнă. Пултаруллă изобретатель, инженер-конструктор чăваш тăрăхне, тăван Акчел ялне питĕ юратнă…
Владимир МОСКОВСКИЙ.

